Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Сиринчи операцие хутшăннăшăн медале тивĕçнĕ

Раççейри çар флочĕн чи пысăк "Адмирал Кузнецов" карапĕ нумаях пулмасть Сиринче иртнĕ операцие хутшăнни пирки пурте пĕлеççĕ. Авианосец экипажĕ икĕ пине яхăн çынпа танлашать, вĕсем хушшинче хĕрлĕчутайсем те пур. Тури Çĕрпỹкасси ялĕнче 1996 çулта çуралса ỹснĕ Михаил Васильевич Ефремов та "Адмирал Кузнецов" авианосец çинче службăра тăма контракт çырнă. Михаил 2002 çултан пуçласа Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕреннĕ, унтан, 9-мĕш класс пĕтерсен, Çĕмĕрле хулинчи техникумра пĕлỹ илнĕ. 2014 çулта Михаилăн салтак ячĕ тухнă. Тăван çĕршыва хỹтĕлесси чăн-чăн арçын тивĕçĕ пулнине пĕлсе тăракан каччă малашлăхне çарпа çыхăнтарма шутланă, службăна контрактпа малалла тăсма "Адмирал Куз-нецов" пысăк карапа суйласа илнĕ. "2016 çулхи октябрь уйăхĕнче эпир Сирине çар службине тухрăмăр, унта 2017 çулхи февралĕн 10-мĕшĕччен пултăмăр", - пĕлтерчĕ хальхи вăхăтра Мурманск хулинче службăра тăракан Михаил. Асăннă çар операцине хутшăннăшăн пирĕн ентеше медальпе наградăланă. Нумаях пулмасть, июлĕн 30-мĕшĕнче, Раççейре Тинĕс çар флочĕн кунне паллă турĕç. Çак кун Санкт-Петербургра тинĕс çар техникин пысăк парачĕ иртрĕ. Парадсем ытти тинĕс флочĕсенче те пулнă. Михаил Ефремов Североморск хулинче иртнĕ парада хутшăннă. Çавăн пекех вăл майăн 9-мĕшĕнче Мурманск хулинче иртнĕ парадра барабанщиксен ротинче пулнă.