Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ачасем çуралсан, туйсем кĕрлесен малашлăх пур

Район юбилейĕ умĕн районта мăшăрланакансем те, ача ятне хуракансем те пулнă. Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче савăнăçлă лару-тăрура çемье чăмăртаннине тата ачасене ят хунине патшалăх регистрацийĕ тунă.

РФ Çемье Кодексĕ ыйтнине пурнăçласа Пĕрремĕш Липовкăри Владимир Храмовпа Ишеккассин-чи Оксана Михопарова пĕрлешсе çемье чăмăртанине регистрациленĕ. Вĕсем кăçал пĕрлешнĕ 35-мĕш мăшăр пулнă. Владимирпа Оксана Храмовсене мăшăрланнă ятпа нумай ачаллă Фроловсен çемйи саламланă. Анна Евгеньевнăпа Денис Владимирович Фроловсен нумаях пулмасть кил-йышра пепке хушăннă. Фроловсем Храмовсене те ЗАГС пайне виçĕ хутчен килсе ача çуралнине регистрацилеме суннă. ЗАГС пайĕн ертỹçи Ирина Егорова Фроловсен ачине, районта кăçал çуралнă 60-мĕш ачана, регистрациленĕ май çапла каланă: "Пĕрремĕш ача халăх валли, иккĕмĕш - асаннепе асатте валли, виççĕмĕшне Турă ашшĕ-амăшне пăхма парать", - тенĕ.

Тепĕр савăнăçлă пулăм Татьянăпа Михаил Беловсен çемйинче пулнă. Вĕсен çемйинче иккĕмĕш ача çуралнă, ăна ашшĕ-амăшĕ Виктория ят панă.

А.ДМИТРИЕВА.