Район юбилейне паллă тунă кун Ачкасси ялĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ - çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Ăна уçнă çĕре ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, РФ Патшалăх Думиy депутачĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, район больницин тĕп врачĕн çумĕ Людмила Кчеткова тата ыттисем хутшăнчĕç. ЧР Пуçлăхĕн 2012 çулхи Указне пурнăçланă май ра-йонта сакăр фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Темиçе уйăх хушшинче çĕкленнĕ социаллă объект хальхи пурнăç ыйтнипе тỹр килет. Çакăн евĕр модульлĕ ФАП-ра ял халăхне тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парса тăма пур майсене те пăхса хунă. Ачкасси пĕчĕк ял мар, унта 410 çын пурăнать. Шăпах çавăн чухлĕ çын пурăнакан яла медпулăшу пама пултарать те ФАП. Ачкассисем ялта çĕнĕ ФАП пулнипе питĕ кăмăллă, республика ертỹçине тав сăмахĕ кăна калаççĕ.
Çĕнĕ ФАП - çĕнĕ шай
Дополнительно
16 августа 2017
08:49
"Пирěн пурнăç"