Республикăри Муниципаллă пĕрлешỹсен служащийĕсемпе пуçлăхĕсен Шупашкар районĕнче кăçалхипе вуннăмĕш хут иртнĕ кунне район делегацийĕ те хутшăннă, ăна райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пынă. Пуçлăх кунне халалланă уява савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, тĕрлĕ министрсем хутшăннă.
Икĕ кун хушши, июнĕн 30-мĕшĕнче тата июлĕн 1-мĕшĕнче, ытти районсен коман-дисемпе пĕрлех хĕрлĕчутайсем те ГТО нормисене пурнăçланă, эстафетăра вăй виçнĕ. Чи кăсăклă конкурссем хушшинче "Пăхаттир пуçлăх" тата "Сывлăм пур чух çул, çава" ăмăртусем пулнă. Ешĕл курăка çавапа пуринчен те ăста çулса район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă.
А.ТИМОФЕЕВА.