Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

95 çулхи ветеран

1

Июнĕн 26-мĕшĕнче Туканашра пурăнакан Марфа Андреевна Павлова хăйĕн 95 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ. Çак ятпа вăл РФ Президенчĕн саламлă Çырăвне илсе вуланă, ял тăрăхĕн администрацийĕнчен, çывăх тăванĕсенчен саламсем йышăннă. Нушине сахал мар курнă Марфа Андреевна, Çĕнтерĕве çывхартас тесе ĕçе кỹлĕннĕ, мирлĕ пурнăçшăн тăрăшнă. Йывăрлăхсене парăнман, малаллах талпăннă. Ĕмĕрне колхоз-па çыхăнтарнă вăл. Ял каччипе, Павел Семенович Даниловпа, çемье çавăрса икĕ ачана кун-çути парнеленĕ, ура çине тăратнă. Палăртмалла, ветерана çывăх çыннисем тимлĕх уйăраççĕ. Паянхи кун вăл Юрий ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Вăл ăна пур енĕпе те пулăшать.