Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çулсем çинче юсав ĕçĕсем пыраççĕ

Районти çулсем çинче юсав ĕçĕсем пурнăçланаççĕ. Хальхи вăхăтра подрядчиксем - "Стройресурс" ТЯО, "Техник ТЯО" тата Е.Ю.Тибогайкин уйрăм предприниматель - çул хĕррисене тасатассипе тимлеççĕ. Çавăн пекех "Стройресурс" ТЯО, кăçалхи майăн 10-мĕшĕнче тунă килĕшỹ тăрăх, автоçулсем çинче юсав ĕçĕсем ирттерет. Паянхи куна пăхса хунин 31 процентне пурнăçланă.

Хĕрлĕ Чутай салине пырса кĕмелли, "Сура"-Ачкасси-Шулю, Хĕрлĕ Чутай-Питĕркасси-Вишенер çулĕсем çинче шăтăк-путăка саплас ĕçсене вĕçлерĕç. Çак çулсем çинче ĕçе пуçăннă: Хĕрлĕ Чутай-Вишенер-Пчелка (Хĕрлĕ Чутай салин Советски урамĕ), "Сура"-Березовка-Кишлĕ, Элĕк-Кив Атикасси-"Сура"-Тихăнушкăнь, Элĕк-Кив Атикасси-Тури Çĕрпỹкасси-Анат Çĕрпỹкасси. Çитес вăхăтра "Сура"-Тралькасси-Хăмаркка, "Сура"-Турхан, "Сура"-Ишеккасси, "Сура"-Трапай, Элĕк-Кив Атикасси-"Сура"-Штанаш-Арайкасси çулĕсем çинче юсав ĕçĕсене ирттерĕпĕр.

Алексей ИЛЬИН, райадминистрацин строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ.