Республика кунĕ умĕн, июнĕн 23-мĕшĕнче, 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе республикăри чи лайăх 100 хуçалăха палăртнă.
"Агро-100" клуб çулсерен ирттерекен конкурсра пирĕн районти хуçалăхсем те палăрма пултарнă. Пĕрремĕш вунă вырăна йышăннă хуçалăхсене савăнăçлă лару-тăрура наградăланă, вĕсем хушшинче "Коминтерн" та пур. Хуçалăх ертỹçи Альбина Новикова ЧР ялхуçалăх министрĕн Сергей Артамоновăн аллинчен 6-мĕш вырăна тухнине ĕнентерекен свидетельствăна тивĕçнĕ.
Çавăн пекех республикăри 100 чи лайăх хуçалăх шутне "Свобода" колхоз (62-мĕш вырăн, ертỹçи - Валериан Бромбин) тата "Нива" ЯХПК (86-мĕш вырăн, ертỹçи - Владимир Мурайкин) кĕнĕ.
А.КАРПОВА.