Майăн 26-мĕшĕнче Элĕк салинче чăваш эстрада юррисене шăрантара-кансен регионсем хушшинчи "Вирь-ял шевлисем" фестивалĕ иртнĕ. Фестивале республикăри сакăр районтан тата Тутар Республикинчен килсе çитнĕ юрăçсем хутшăннă. Пирĕн районтан конкурса солистсем тата çемье ансамблĕсем хутшăннă. Сумлă жюри кăçал фестивале питĕ пултаруллă юрăçсем хутшăннине палăртнă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе "Çемье вокалĕн чи лайăх ансамблĕ" номинацире Наталья тата Регина Чишкинасен дуэчĕ 1-мĕш вырăн йышăннă. Çак номинацирех Юрий тата Владимир Ельмовсем 3-мĕш вырăна тухнă. "Чи лайăх солист" номинацие хутшăннăшăн Диана Майорова Диплома тивĕçнĕ.
А.ТИМОФЕЕВА.