Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ачасен çуллахи канăвĕ

Ырантан шкул ачисен çуллахи каникулĕ пуçланать. Апла пулсан, пĕчĕккисен канăвне тимлĕх уйăрмалла. Кăçал районти ултă шкул çумĕнче кăнтăрлахи лагерьсем ĕçлĕç. Июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 21-мĕшĕччен 422 ача шкулти лагерьте ирхи 8 сехет çурăран тытăнса кăнтăрла иртни икĕ сехет çурăччен пулĕ. Вĕсем унта усăллă вăйăсене, конкурссене хутшăнĕç, вăй-хала тата сывлăха çирĕплетĕç. Ачасене шкул çумĕнчи лагерьте апатлантармалли хак кăçал кунне 85 тенкĕпе танлашать. Ку пĕлтĕрхинчен тăватă тенкĕ ытларах. Палăртмалла, шкул ачисем çавăн пекех хула тулашĕнчи лагерьсенче те канма пултараççĕ. Кăçал пирĕн района 8 путевка профильлĕ лагерьсене, 8 путевка (2-мĕш тата 3-мĕш сменăсене) - хула тулашĕнчи лагерьсене уйăрса панă. Çавăн пекех районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтермелли центра 40 путевка панă.

А.ТИМОФЕЕВА.