Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Инфекци чирне сараççĕ

Кăшлакан чĕрчунсем инфекци чирĕсене йăтса çỹреççĕ. Вĕсен чирĕсене çын та ертме пултарать. Çак чирсене çутçанталăкри вучахран пулса кайнисем теççĕ. Вĕсем: лептоспироз, сивчир (геморрагическая с почечным синдромом), туляреми, иерсиниоз (псевдотуберкулез), сальмонеллез тата ытти те. Çак инфекцисем пурте йывăррăн иртеççĕ, хăшĕ-пĕрне сиплеме те çăмăл мар. Сиплев курсĕ вăрăма тăсăлма та пултарать. Асăннă чирсене кăшлакан чĕрчун çыртсан, таса мар шыв ĕçсен, уçă сурансем урлă, хурт-кăпшанкă сăхсан (енчен те вĕсем малтан чирлĕ кăшлакан чĕрчун юнĕпе тăраннă пулсан) ертме пулать. Туляреми. Çак чирпе сĕтпе ỹсекенсем пурте чирлеççĕ. Вăл шутра, çын та. Унăн çăлкуçĕ - чирлĕ кăшлакан чĕр-чун. Вĕсенчен чире килти чĕрчун (кушак, йытă) тата çын ертет. Чир апат урлă та, шыв урлă та ерме пултарать. Сивчир. Йывăр чир. Çак чирпе асапланакансен 5 проценчĕ вилет. Ытларах унпа Китайра чирлеççĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Раççей. Вирус çăлкуçĕ - шăши евĕр кăшлакан чĕрчунсем. Чирĕн пĕрремĕш паллисем ăна ертнĕ хыççăн 50 кунтан палăраççĕ: пуç ыратни, хăсăк килни, ỹт температури ỹсни, шыв ĕçес килни, ỹт çинче юн тухни, пỹре аманни. Лептоспироз. Раççейре çулсерен, уйрăмах çуллахи уйăхсенче, çак чирпе чирлекенсем нумай. Ăна пуçараканĕ - лептоспирăн спирохечĕ. Асăннă микро-организм хĕвел пайăркисенчен, ăшăран тата дезинфекци хутăшĕсенчен хăрать. Вăл хăйне тăпрара, шывра лайăх туять. Инфекци çăлкуçĕ - шăшисем. Иерсиниоз. Чир диагнозне лартма йывăр. Ăна пуçараканĕ - иерсини микроорганизмĕ. Вăл пахча çимĕç тата улма-çимĕç çинче уйăхĕ-уйăхĕпе пурăнма пултарать. Унсăр пуçне асăннă бактери сивве чăтăмлă. Вăл вĕретсен пĕтет. Чир çăлкуçĕ - тискер кăшлакан тата килти чĕрчунсем. Кашни çыннăн çак правилăсене пăхăнмалла: кăшлакан чĕрчунсем пур вырăнта ĕçсем ирттернĕ чухне хỹтĕлев япалисем (перчетке, респиратор, çи-пуç) тăхăнмалла; ĕçсене пурнăçланă хыççăн вĕсене дезинфекцилемелле е тĕп тумалла; кăшлакан чĕрчун паллиллĕ продуктсене çимелле мар; апатланас умĕн кашнинчех алăсене çумалла; кивĕ, тусанлă пỹлĕмсенче пуçтарнă чухне шыва дезинфекци хутăшĕсем ямалла; шыва кĕме чаракан паллăсем пур çĕрте шыва кĕме юрамасть; пур çĕрлĕ те çỹп-çап куписене пухса яма кирлĕ мар; пахча çимĕç тата ытти продуктсем упраннă вырăна таса тытмалла тата ытти те.

С.СОКОЛОВА, Республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн зоологĕ.