Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Салтака каяççĕ Чутай каччисем…

Çак кунсенче пирĕн район каччисем салтака кайма тытăнчĕç. Çавна май халĕ ялсенче тăтăшах салтак юррисем илтĕнеççĕ. Майăн 16-мĕшĕнче çурхи призывпа пĕрремĕш тăхăр каччă: Атнарти Алексей Амбрашкинпа Александр Ярасов, Ваçкаçырминчи Сергей Маклашкин, Шулюри Вадим Розовпа Александр Русских, Хăмарккари Иван Селиванов, Хватукассинчи Николай Романов, Хĕрлĕ Чутайри Стас Федотов, Мăн Этменти Константин Челейкин (сăнỹ-керчĕкре çук) - Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлама тухса кайрĕ. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем пил парса ăсатрĕç.

Майăн 18-мĕшĕнче вара тата виçĕ каччă - Мишеркассинчи Александр Макаров, Тумликассинчи Алексей Семгайкин, Çĕн Атикассинчи Дмитрий Савельев - Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайрĕ. Сăмах май, çурхи призывпа районти вăтăр ытла яшăн салтак атти тăхăнмалла. Салтака каясси районта июлĕн 2-мĕшĕчченех пырĕ.

А.КАРПОВА.