Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

"Александр Невский" медале тивĕçнĕ

Çĕнтерỹ кунĕ умĕн Хĕрлĕ Чутай шкулĕн кадет класĕ Çĕмĕрле хулинче иртнĕ "Салют Победы" конкурса хутшăннă. Республика шайĕнчи мероприятие хутшăнса кадетсем ятарлă программа кăтартнă, çакăншăн асăнмалăх парнене тата "Сыны Отечества" организацин Дипломне тивĕçнĕ. "Авангард" кадет класĕн наставникне Эдуард Васильевич Романова вара "Александр Невский"-"Çарпа патриотизмла воспитанири тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медаль парса чысланă. Медале тивĕçнине ĕнентерекен удостоверение Мускав хулин Çар комиссарĕ В.Щепилов генерал-майор алă пуснă. Çавăн пекех пултаруллă педагог Раççейри аслă офицерсен пĕрлешĕвĕн Тав сăмахне тивĕçнĕ.

А.КАРПОВА.