Кăçал район 90 çулхи юбилейне паллă тунă тĕле район энциклопедийĕн çĕнетнĕ иккĕмĕш кăларăмне хатĕрлессипе ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Çавна май ентешсене çапла калас-шăн: хамăр тăрăхра çуралса ỹснĕ паллă çынсем çинчен информаци парса ĕлкĕрĕр. Информацие тата район аталанăвне сăнлакан кивĕ сăнỹкерчĕксене пухассине апрель уйăхĕнче вĕçлесшĕн. Пур статьясемпе сăнỹкерчĕксене те polozin@bkĕru электронлă адрес çине ярса е ял библиотекисене çитерсе пама пулать. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8 960 300 86 69.
Николай ПОЛОЗИН, район энциклопедине хатĕрлессипе ĕçлекен.