Çулсеренех кашни ял тăрăхĕн территорийĕнчи предприятисемпе организацисен пултарулăх коллективĕсем смотр-отчетпа сцена çине тухасси йăлана кĕчĕ. Кăçал та ăна район пуçлăхĕн А.И.Криковăн йышăнăвĕпе февраль-апрель уйăхĕсенче “Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать!” ятпа ирттерме палăртнă. Калас пулать, кăçалхи смотр-отчета район йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнине халалланă. Çавăн пекех вăл XX-мĕш ĕмĕрĕн паллă композиторĕ В.П.Соловьев-Седой çуралнăранпа 100 çул тата П.Ялгир поэт-юрăçă, Хĕрлĕ Чутай районĕн хисеплĕ гражданинĕ çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа иртнине палăртмалла.
Смотр-отчет çинчен калакан Положенипе килĕшÿллĕн, пултарулăх коллективĕсен смотр-отчечĕ 3 тапхăрпа пулĕ. Чи малтанах вăл февраль-апрель уйăхĕсенче районти культура учрежденийĕсенче (графикĕ 2-мĕш страницăра) иртĕ. Ун хыççăн апрелĕн 17-мĕшĕнче ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче гала-концерт пурне те савăнтарĕ. “Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать!” смотр-отчетăн пĕтĕмлетÿ концерчĕ “Акатуй” ĕçпе юрă уявĕнче пулĕ.
Смотр-отчет программи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем 2006 çулта пурнăçланă ĕçсем пирки кĕске отчет тунинчен пуçланĕ. Концерт (22-24 художествăлла номер) 1 сехет те 30 минут хушши пымалла. Хор коллективĕсем, çемье, фольклор, хореографи ансамблĕсем, уйрăм юрлакансем тата ыттисем хăйсен пултарулăхне çак жанрсенче кăтартĕç: В.П.Соловьев-Седой композиторăн ( пĕрререн кая мар, 3-рен ытла мар) произведенийĕсене юрласси* Петĕр Ялкирăн сăввисемпе хайланă (пĕрререн кая мар, 2-рен ытла мар) произведенийĕсене юрласси* халăх, эстрада юррисене шăрантарасси тата пĕччен юрласси* автор хăйĕн юррипе сцена çине тухасси* фольклор* ташă искусстви* художествăлла вулав* сатира тата юмор.
Жюри председателĕ район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева пулнине палăртмалла. Çавăн пекех жюрире: райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ А.Н.Самсонов (председатель çумĕ) тата кунти специалист А.Н.Михуткина, ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕн пултарулăх ертÿçи О.А.Сергеева тата куçса çÿрекен клуб учрежденийĕн заведующийĕ В.М.Колокольчикова, Н.И.Храмова балетмейстер.
Малти вырăнсене йышăннă коллективсем диплома тата парнене тивĕçеççĕ. Çавăн пекех пултарулăх коллективĕсене çак номинацисенче чыслаççĕ: “В.П.Соловьев-Седой произведенийĕсене лайăх юрлакан”, “П.Ялгир сăввисемпе хайланă произведенисене лайăх юрлакан”, “Культура учрежденине лайăх илемлетекен”, “Чи лайăх хор коллективĕ”, “Чи лайăх вокал ансамблĕ”, “Чи лайăх ташă ушкăнĕ”, “Чи лайăх пĕччен юрлакан”, “Чи илемлĕ вулакан”, “Чи лайăх юмореска”.