Кăçалхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче Атнар ял тăрăхĕн депутачĕсем пуху ирттернĕ. Унта ĕлĕк Атнар чиркĕвĕ пулнă вырăнта часавай çĕклесси пирки калаçнă. Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузнецов пуçарнипе вара часавай çĕклеме йышăннă. Район пуçлăхĕ А.Криков та ку шухăша ырланине асăнмалла. Çавăн пекех пухура кунта пурăнакан М.Хураськина «Ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят пама йышăннă.
Часавай çĕклеме йышăннă
Дополнительно
02 декабря 2006
00:00
"Пирěн пурнăç"