Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Профилактика кунĕнче

Ноябрĕн 9-мĕшĕнче районта Профилактика кунĕ пулчĕ. Райадминистрацинче тăрăшакансем районти 10 ял тăрăхне çитсе унти çитменлĕхсене пĕтерес тесе япăх лару-тăрура пурăнакан çынсемпе тĕл пулчĕç, вĕсене сĕнÿсем парса пулăшрĕç.

Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Т.Н.Шереметьева Тралькасси тăрăхĕнче пулчĕ, кунта пурăнакан çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕ, сĕнÿсем пачĕ.

Чылай чухне кÿршĕ тăванран та хаклă, тетпĕр. Анчах та, шел, Тралькасси ялĕнче пурăнакан Еремеевсем çинчен кун пек калаймăн. С.Еремеев çемйи эрехпе “туслă”. Вĕсен кÿрши вара - З.Еремеева, “хаяр шĕвеке” кăмăллакансене килĕштермест. Çакăнтан пуçланать те вара хирĕçÿÿ, тавлашу... Зоя Михайловна каланă тăрăх, кÿршисем, çĕрлехи вăхăтсенче те, унăн ывăлĕсене час-часах эрехпе “хăналаççĕ”. Çакă амăшĕн чунне самаях ыраттарать.

Калас пулать, С.Еремеевăн 9-мĕш тата 6-мĕш класра вĕренекен ачасем пур. Çĕрлехи вăхăтсенче вĕсем лăпкă ыйхăра пулмалла. Килте ÿсĕр хăнасем пурри вара ачасен канлĕхне пăсать, психологи тĕлĕшĕнчен чунĕсене амантать.

Ашшĕ-амăшĕсен ачасен пуласлăхĕшĕн шухăшламаллах ĕнтĕ.