Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пирĕн служба йывăр та хăрушă

Право йĕркине, саккунлăха сыхласси - кăткăс та яваплă, йывăр та хăрушă ĕç. Кунта çыннăн чи паха енĕсем - вăй-хал, ырă кăмăл, паттăрлăх, хăвна ху хĕрхенменни кирлĕ. Районта пурăнакансен хăрушсăрлăхĕ, йĕрки, сывлăхĕ милици тумĕ тăхăннă çынсенчен килет.

Паян шалти ĕçсен органĕсен пурлăхпа техника никĕсĕ пуян, преступлени тунине хирĕç ăнăçлă кĕрешме вăл шанчăклă никĕс пулса тăрать. Çапах та çав тери тÿрĕ кăмăллă, дисциплинăллă, компетентлă, общество умĕнче хăйсен яваплăхне ăнланакан сотрудниксем çеç криминала хирĕç тăма пултараççĕ. Пурнăçри йывăр самантсенче эпир шăпах вĕсем патне пулăшу ыйтма пыратпăр.

Право йĕркине сыхлакан органсем тăрăшнипе преступленисене уçса парасси ÿсет, районта пурăнакансем хăйсене преступниксенчен хÿтлĕхре туяççĕ.

Ĕнер, ноябрĕн 10-мĕшĕнче, Раççейри милици ĕçченĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă турĕç. Районти шалти ĕçсен пайĕн коллективĕ те çак куна тивĕçлипех кĕтсе илчĕ. Шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Станислав Хрисанович Ефремов пĕлтернĕ тăрăх, районта преступлениллĕ ĕçсем тăвассине асăрхаттарас, право йĕркине пăснă тĕслĕхсене чакарас, обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕл­левпе ял тăрăхĕсемпе пĕрле тĕрлĕ профилактикăлла ĕçсене тĕллевлĕн пурнăçласа пырать.

Кăçалхи вунă уйăхра район территорийĕнче пурĕ 236 преступление  шута илнĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтра 267 тĕслĕх пулнă. Çапла, преступленисен шучĕ 11,6 процент чакнă. Кăçал çынна вĕлернĕ 1 тĕслĕх кăна пулнă, пĕлтĕр - 6, вăрласси - 81, 2005 çулта - 83, хулиганла ĕçсем тăвасси - 3, иртнĕ çул - 6.

Ют пурлăха хапсăнакансене хирĕç каçхи вăхăтра “Шырав” ушкăн ĕçлет. Вĕсем вунă уйăх хушшинче 23  çынна тытса чарнă.

Çул çинче тимлĕхе çухатмалла маррине пурте лайăх пĕлетпĕр ĕнтĕ. Район территорийĕнче пурĕ 11 çул-йĕр аварийĕ пулнă, 1 çын пурнăçĕ татăлнă, 18-ăн аманнă. Районти ГИБДД ĕçченĕсем çул-йĕр правилисене пăснăшăн 1715 çынна тытса чарнă, руль умĕнче ÿсĕр пулнăшăн 23-шне явап тыттарнă.

Çула çитмен ачасем преступлени çулĕ çине тăни пăшăрхантарать. 10 уйăх хушшинче 33 çамрăк 5 преступлени тунă.

Преступление уçса парасси чылай чухне участок инспекторĕсенчен нумай килет. Мĕншĕн тесен вĕсем пĕрмаях ялсенче пулаççĕ, кам мĕнле пурăннине, мĕн ĕçленине аван курса тăраççĕ. Акă, январь-октябрь уйăхĕсене илес пулсан, вĕсем пурĕ 1035 кил-çуртра пулнă. Çавăн пекех участок инспекторĕсем маларах судпа айăпланнă çынсене пăхса, сăнаса, тĕрĕслесе тăраç­çĕ. Ун пеккисем районта пурĕ 162 çын.

Пирĕн хушăра килте пăшал усракан çынсем те сахал мар. Районта 321 çыннăн пурĕ 331 пăшал шутланать.

Юлашкинчен çакна калас килет. Районти милицин хисеплĕ ветеранĕсемпе сотрудникĕсене професси уявĕпе саламлатпăр, çирĕп сывлăх, çăмăл мар службăра телей, ăнăçу сунатпăр.