Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ÿсет хунав, ешерет вăрман

 Сентябрĕн 13-мĕ­шĕнче районти вăрман хуçалăхĕнчи питомникре республикăри вăрман хуçалăхĕсен ертÿçисен тата тĕп лесничисен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Вăрман хуçалăх агентствин ертÿçин  ĕçĕсене туса пыракан Д.Николаев ертсе пычĕ.

Районти вăрман хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе, уйрăмах питомникри калчасен пахалăхĕпе интересленсе Мускав облаçĕнчи Пушкин хулинчи специалистсем килсе çитнĕ. Сăмах май, асăннă кун чи малтанах семинар-канашлу Етĕрне районĕнче иртнĕ. Кăнтăр апачĕ хыççăн мероприяти районти питомникре малалла тăсăлчĕ.

Чи малтанах пухăннисем ларусем ирттермелли залра канашларĕç. Вăрман хуçалăх ертÿçи В.Савинкин вырăнти лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ, юлашки 8 уйăх кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăрман хуçалăхĕн техника паркĕ пирки ÿпкелев çук. Вăрмантан вутă турттармалли, тĕрлĕрен грузсем леçмелли, питомникри ĕçсене пурнăçласа тăмалли техника çите­лĕклĕ. Лесничествăсенче тăрăшакансем те умри плансене пурнăçласа пыраç­çĕ. Ширпотреб цехĕ халăха валли кирлĕ таварсем туса кăларать.

Ун хыççăн район пуçлăхĕн çумĕ И. Л. Хораськин сăмах илчĕ. Вăл пурне те район экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Сентябрĕн 17-мĕшĕнче Вăрман хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ пулнине палăртрĕ, республикăри вăрман хуçалăхĕсен канашлăвне пухăннисене çывхарса килекен уяв ячĕпе саламларĕ, вĕсене тăван тавралăх илемĕшĕн, вăрман пуянлăхне сыхласа ÿстерес тĕлĕшпе малашне те тăрăшса ĕçлеме ăнăçу, телей сунчĕ.

Вăрман хуçалăхĕн тепĕр пуянлăхĕ вăл - çамрăк хунавсем çитĕнтерекен питомник. Вăл 10,5 гектар йышăнать. Кунта 11 тĕслĕ калча пăхса ÿстереççĕ: юман, чăрăш, хыр, туя, çăка... Вĕсене вăрманта лартмалăх кăна мар, халăха, тĕрлĕ организацисене сутма та çитĕнтереççĕ. Кунти участоксенче кашни çул 1 миллион ытла ешĕл хунав ÿстереççĕ. Палăртма кăмăллă, районти питомник 5 çул хушши ĕнтĕ республикăра “Пысăк культурăллă питомник” ята çирĕп тытса пырать. Ырă ят ĕçлемесĕр, тар тăкмасăр пулмасть паллах. Питомникри участоксенче йĕркелĕхпе тасалăх хуçаланать, çамрăк хунавсем илемлĕн ешереççĕ, пăхса ытармалла мар. Çак куç тулли пуянлăха семинар-канашлăва пухăннисем куçпа курса савăнчĕç, питомникри ĕçсем пысăк шайра пулнине палăртрĕç. Вăрман хуçалăхĕн тĕп лесничийĕ Э.Архалькин хăнасене кашни участокри ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Унтах питомникри çĕре хатĕрлес технологипе паллашрĕç.