Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çăмăл атлетсен кросĕ

 Хĕрлĕ Чутайри тĕп стадионра сентябрĕн 14-мĕшĕнче çăмăл атлетсен кĕрхи кросĕ иртрĕ. Ăмăртăва чылай спортсмен хутшăнса вăйне тĕрĕслерĕ. Атлетсене лайăх кăтартусем тума çанталăкĕ те пулăшрĕ, чупмалли трасса типĕ пулчĕ.

Кроса 1996 çулхи хĕр ачасем пуçларĕç. Вĕсем 400 метрлă дистанцие тухрĕç. Ку ушкăнра малти вырăна Атнарти шкулта вĕренекен И.Никитина çĕнсе илчĕ, иккĕмĕш - Н.Кузнецова (Атнар), виççĕмĕш - Е.Александрова (Хусанушкăнь). Арçын ачасенчен финиша чи малтан М.Ефремов (Хĕрлĕ Чутай) çитрĕ, иккĕмĕш - М.Смирнов (Хусанушкăнь), виççĕмĕш - А.Сетейкин (Шулю).

1995 çулхи хĕр ачасем хушшинчи тупăшура Мăн Этменти шкулта вĕренекен А. Крыцовкина пултаруллăрах пулчĕ, иккĕмĕш вырăна А.Волкова (Атнар) çĕнсе илчĕ, виççĕмĕш - К.Романова (Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ). Ку ушкăнри арçын ачасенчен маттуртарах И.Федоров (Питĕркасси) пулчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене И.Афондеркинпа (Хусанушкăнь) А.Ипатов (Атнар) пайларĕç.

1994 çулхи хĕр ачасем 800 метрлă дистанцие парăнтарассишĕн ăмăртрĕç. Пĕрремĕш вырăна А.Ядуванкина (Мăн Этмен) тивĕçрĕ, ун хыççăн финиша Л.Патьянова (Хĕрлĕ Чутай) çитрĕ, виççĕмĕш - А.Батаева (Атнар). Арçын ачасенчен çĕнтерÿçĕ ята Штанашри В.Ишмейкин тивĕçрĕ, иккĕмĕш - А.Жижайкин (Мăн Этмен), Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн спортсменĕ Э.Дадюков финиша виççĕмĕш çитрĕ.

1993 çулта çуралнă хĕр ачасенчен хастарлăхпа Атнар шкулĕнче вĕренекен А.Андреева палăрчĕ, ун хыççăн финиша Е.Триковская (Хĕрлĕ Чутай) çитрĕ, Шулюри Н.Рябикова виççĕмĕш пулчĕ.

Ку ушкăнри арçын ачасем 1200 метрлă дистанцире тупăшрĕç. Çивĕч кĕрешÿре пултарулăхпа Мăн Этменти С.Филиппов палăрчĕ, иккĕмĕш - Г.Семенов (Çĕн Атикасси), виççĕмĕш - Е.Волков.

1992 çулхи хĕрсен дистанцийĕ - 1200 метр. Кунта Мăн Этмен шкулĕнче вĕренекен А.Чемашкинана çитекенни пулмарĕ, иккĕмĕш - А.Данилова (Тури Çĕрпÿкасси), виççĕмĕш - А.Воробьева (Хусанушкăнь). Ку çулхисенчи арçын ачасен дистанцийĕ 1600 метр пулчĕ. Финиша пĕрремĕш Çĕн Атикассинчи спортсмен А.Ионов, ун хыççăн В.Чумаков çитрĕç, виççĕмĕш - А.Самсонов (Хусанушкăнь).

1991 çулсенчи хĕрсенчен пысăк дистанцие парăнтарассипе Атнарти шкулта вĕренекен М.Гусевана çитекенни çук. Ку хутĕнче те вăл пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Т.Пандаковапа (Çĕн Атикасси) Т.Иванова (Çĕрпÿкасси) пайларĕç. Ку ушкăнри арçын ачасенчен пултарулăхпа Шулю шкулĕн вĕренекенĕсем М.Инжебейкинпа В.Храмов палăрчĕç, виççĕмĕш - Е.Сидоров (Штанаш).

Аслă классенче вĕренекенсем хушшинчи кĕрешÿ çивĕч иртрĕ. 1200 метрлă дистанцие парăнтарса Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн спортсменĕ Л.Степанова чемпион ятне çĕнсе илчĕ. А. Ульянов спонсор, вăл хăй те асăннă шкулта вĕреннĕскер, пултаруллă спортсмена, Людăна, малашлăхра ăнăçу сунса спорт костюмĕ парса чысларĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Çĕн Атикассинчи хĕрсем В.Кадемейкинапа Р.Давыдова тивĕçрĕç. Ку ушкăнри каччăсенчен çĕнтерÿçĕ ята Çĕн Атикассинчи спортсмен О.Данилов çĕнсе илчĕ.

Кĕрхи кроса хĕрарăмсем те хутшăнчĕç. Вĕсем кашни хăйсен ушкăнĕнче ăмăртрĕç, пултарулăхпа вара Т.Кондратьева (“Пилеш” ача сачĕ), Л.Михуткина (спорт шкулĕ), Г.Мидейкина (Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ), Р.Вазякова (Мишеркасси шкулĕ) палăрчĕç.

Арçынсен ушкăнĕсем хушшинче çĕнтерÿçĕсем И.Сатлайкин (Штанаш), В.Дадюковпа Е.Патьянов (спорт шкулĕ) пулчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене райадминистрацин Хисеп грамотипе тата укçан преми пачĕç, вĕрентÿ пайĕн профсоюз комитечĕ те спортсменсене парнепе хавхалантарчĕ.