Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ĕнесене - ăшă вите

 Урамра - сентябрь уйăхĕ. Хĕл ларасси те инçе юлмарĕ. Хальхи вăхăтра фермăсене хĕле хатĕрлес ыйту пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри шутланать. Районти АПК предприятийĕсемпе ĕçлесе пыракан пайĕн тĕп зоотехникĕ Е.С.Сапожникова пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăхĕсенче фермăсене хĕле хатĕрлессипе тимлесе ĕçлеççĕ. Палăртмалла, октябрĕн 1-мĕшĕ хыççăн выльăхсене витесене хупма тытăнмалла.

Нумаях пулмасть районти АПК предприятийĕсемпе ĕçлесе пыракан пайĕн специалисчĕсем районти фермăсене çитсе унти лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашнă. Акă, “Нива” ЯХПК-ра, В.Никитин фермер хуçалăхĕнче ĕне выльăх витисене хĕле хатĕрлессипе чылай ĕç тунă. Карăкçырми ялĕнче пĕчĕк пăрусене хупмалли витене тĕпрен юсанă, халĕ Мучикассинчи сысна вити пулнă çурта реконструкцилеççĕ. “Мочковашский” хуçалăхра та сысна витине тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. “Победа” ЯХПК-ра выльăх-чĕрлĕх хупмалли витесем кивелсе çитнĕ. Кăçал кунта пăрусене усрамалли вите тăррине юсанă. Анчах асăннă хуçалăхра юсав ĕçĕсем татах та пур-ха. “Свобода” колхоз ĕçченĕсем пирки  ыррине çеç каламалла. Кунти фермăра йĕркелĕх хуçаланать, витесене хĕле хатĕрлесе çитернĕ, вĕсене дезинфекциленĕ. “Коминтерн” ял хуçалăх кооперативĕнче те хĕле хатĕрленсе чылай ĕç тунă, хальлĕхе Атнарпа Трапай фермисенче юсав ĕçĕсем вĕçленмен-ха. “Штанашский” хуçалăхра та строительсен бригадине йĕркеленĕ. “Путь Ильича” колхозра фермăсене хĕле хатĕрлес ĕç тăсăлса кайнă. Сăмах май, юлашки вăхăтра ачкассисен сăвăм палăрмаллах чакнă. Çанталăк сивĕ тăрать, ĕне витисем юсавра пулнă май, выльăхсем урамра çĕр каçаççĕ. Çакă та ĕне выльăхран продукци илессине чакарать. Çавăнпа та фермăри юсав ĕçĕсене хăвăртлатмалла, ĕнесемпе пăрусене витесене хупассине йĕркелемелле. “Аккозинский” хуçалăха илсен, лару-тăру çăмăл мар. Туриçĕрпÿкассисем кăçал хĕл лармасть тесе шутлаççĕ пулас, çавăнпах-и, тен, ĕне витисене те хĕле хатĕрлеме пуçламан. Ĕнесемпе пăрусене хупмалли витесем япăхланса çитнĕ. Кун пек лару-тăрура ăçтан выльăхсен ÿт хушаслăхĕ çинчен калаçăн; Çавăнпа та ял хуçалăхĕсен ертÿçисен çак кунсенчех фермăсенче йĕрке тăвассипе тăрăшмалла, юсав ĕçĕсене вĕçлемелле. Уйрăмах çамрăк пăрусемпе çурасене хупмалли витесене пысăк тимлĕх уйăрмалла, стенасене извеç шĕвекĕпе шуратмалла. Выльăх-чĕрлĕх апачĕ çителĕклĕ пулсан, витесене юсаса çĕнетсен, ăратлăхпа ĕçлесен, ферма ĕçченĕсен ĕç условийĕсене лайăхлатсан çеç ĕне выльăхран пысăк продукци илес шанчăк пур.