Кашни çыннăнах ашшĕ-амăш юнĕпе килнĕ мĕнле те пулин талант пур. Малтанлăха вăл пирĕнте хĕлхем пек кăна тĕлкĕшет, ÿссе пынă май вăйланса палăрма тытăнать. Хăшĕсен вара Турă панă пултарулăх ачаллах палăрать, ялкăшсах çунать. Наукăра вĕсене феноменсем теççĕ.
Эпĕ сире хамăр хушăри, ыттисемпе нимĕнпе те уйрăлса тăман çамрăкпа - Трапай ялĕнче пурăнакан Александр Сергеевич Башкировпа паллаштарасшăн. Вăл - кирек кампа та сăпайлă калаçма пĕлнипе уйрăлса тăракан, ĕçрен хăраман, ÿркенмен çамрăк. Çакна манма кирлĕ мар: сăпайлăх - чун-чĕре тĕкĕрĕ.
А.С.Башкиров 1980 çулхи майăн 21-мĕшĕнче Трапай ялĕнче çуралнă. Атнарти вăтам шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн ăна шăпа Çĕмĕрле районĕнчи Вăрманкас ялне çитернĕ, кукамăш ялне эппин. Шкултан вĕренсе тухсан Çĕмĕрле хулинчи 10-мĕш номерлĕ училищĕре строитель профессине алла илнĕ. Унтан каллех çуралнă яла таврăннă, “Коминтерн” ял хуçалăхĕнче фермăра тимленĕ. Ĕçчен çамрăка тăрăшулăхĕшĕн Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче Хисеп грамотипе наградăланă. Çакă ăна малалла та хастар ĕçлеме вăй-хăват кĕртсе пынă. Ял çыннисем яваплă ĕçе кама шанмаллине аван пĕлеççĕ. Ăна ял почтальонĕн тивĕçĕсене пурнăçлама сĕнеççĕ: ачи çамрăк, калаçма ÿркенмест, хастарлăхĕ иксĕлми. Икĕ çул хушши йăтать вăл почтальон сумкине. Çав хушăрах район центрĕнчи Культура керменĕнче йĕркеленнĕ халăх театрне çÿрет.
- Кукамай вĕрентсе калани, пулăшни маншăн пурнăçра çул кăтартса пыракан хунарсем пекех пулчĕç. Вăл ăс-тăн пани, вăй кÿрсе тăнине эпĕ ÿсерехпе ăнланса илтĕм. “Чăнлăха ачаран упрамалла, тăвана хисеплемелле, юлташа упрамалла, халăхпа пулмалла, килнĕ çынна сĕтел хушшине лартмасăр кăларса ямалла мар”, - тетчĕ вăл ялан. Кукамай каланине халĕ те асра тытса пурăнатăп.
Эпĕ пĕрремĕш хут сцена çине 9 çулта тухрăм. Галина Николаевна Махоркина ертсе пынипе (халĕ вăл тивĕçлĕ канура) “Хĕвел” ача-пăча фольклорĕпе юрласа ташласа çÿрерĕмĕр. Çав самантри туйăмсем наркăмăш пулса юна куçрĕç пулмалла. Сцена маншăн асамлăх тĕнчи пулса тăчĕ. Çĕмĕрле районĕнче вĕреннĕ чухне те йăмăкпа иккĕн сцена çине час-часах тухнă. Вăл купăс калама ăстаччĕ, халĕ те çаплах, эпĕ вара - юрра-ташша, такмаксем калама. Шÿтлĕ калавĕсене те хамах калăплама пуçларăм. Халăха савăнтарас, култарас, хамăн та сцена çинче выляс килнĕрен ăш çунать. Республикăри театрсене курма çÿрени, искусствăн паллă çыннисемпе паллашни кăмăла çĕклет. Çакă мар-и телей;
2003 çулта Чутай ен юрăçи, чăн-чăн искусство çынни - З.С.Спиридонова пулăшса пынипе, районти Культура керменне ĕçлеме вырнаçрăм, театр ĕçĕпе тарăнрах кăсăкланма пуçларăм. Районти чи ăста та опытлă учительпе Р.Г.Галимовпа пĕрле ĕçлеме тÿр килнишĕн те савăнатăп. Вăл театр ĕçне тарăнрах ăнланма пулăшрĕ, активлăха ÿстерчĕ, - терĕ А.Башкиров.
Сăмах май, Александр Сергеевича районта ытларахăшĕ Верка Сердючка рольне ăста вылянипе паллать, ытти шÿтсене те вăл тĕлĕнмелле пултаруллăн калăплать. Унра Турă панă талант пур. Артистран пĕрре те кая мар. Вăл сцена çинче чухне темле сивĕ чунлă çыннăн та кăмăлĕ ирĕлет, кулмасăр чăтаймасть. Александр Сергеевич сцена çинче чыссăрлăха, тĕрĕсмарлăха çивĕч критиклет, ырăлăхпа сăпайлăха мухтать.
2005 çулта районти çамрăксен “Союз Космотос” команди А.Башкиров йĕркелесе ертсе пынипе республикăри КВН-сене хутшăннă, дипломсене тивĕçнĕ. Вăл Верка Сердючка пек хăтланса хăй пултарулăхĕпе республикăри халăха тыткăнланă, тĕлĕнтернĕ. Ун пирки “Молодежный курьер”, “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçатсенче те çырнă, Сашăн пултарулăхĕпе паллаштарнă.
Обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн А.Башкирова 2004 çулхи декабрь уйăхĕн вĕçĕнче “Районти çамрăксенчен чи-чи лайăххи” номинацире çĕнтерÿçĕ пулнă ятпа Диплом парса наградăланă.
Вăл ертсе пынипех 2003 çултанпа районта “Лăпăрти” кулăшпа сатира ушкăнĕ ĕçлет. Унта çÿрекенсем - Н.Храмовапа А.Храмов, Н.Чубайкинпа Р.Галимов кулăш кунĕнче хăйсен шÿчĕсемпе халăха савăнтараççĕ.
Ялта пурăннă май, килти хуçалăхпа вăхăт нумай иртет. Апла пулин те Саша унта ĕçлеме те, сцена çине тухма та вăхăт тупать. Унпа пĕрлех Çĕмĕрлери техникумра пĕлĕве ÿстерет. Пур çĕрте те ĕлкĕрет вăл.
- Манăн шÿтсем, рольсем çынсене килĕшеççĕ, халăх вĕсене йышăнать пулсан эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп. Çыншăн тăрăшни, ыр туни ырăпа таврăнать, теççĕ. Эпĕ те çак тĕллевпе пурăнатăп, - терĕ сыв пуллашнă май ял çамрăкĕ.
Тен, эпир те Чутай Верккине пысăк сцена çинче курăпăр. Ăнăçу, телей пултăр сана, Саша.