Аслă ăру çыннисен ĕçне çамрăксем малалла тăсса пыраççĕ. Юлашки вăхăтра çамрăксене ялта пурăнма условисем туса парас тесе патшалăх тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтерет, ĕçлеме ан ÿркен çеç. Районта та çамрăксене пур енлĕн хавхалантарса пыраççĕ, обществăлла ĕçсене явăçтараççĕ, вĕсен канăвне йĕркелесе пыма тăрăшаççĕ.
Августăн 25-мĕшĕнче район центрĕнче çамрăксемпе студентсен фестивалĕ пысăк хавхаланупа иртрĕ. Уява çамрăксем йышлăн пухăнчĕç, ял тăрăхĕсенчен килнĕ студентсем, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç халăха хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Чи малтанах райадминистрацин пуçлăхĕ А.И.Криков тата яваплă çынсем çамрăксемпе тĕл пулса калаçрĕç, предприятисене çитсе курса район аталанăвĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç, хĕрсемпе яшсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравсем илчĕç. Район ертÿçисем çамрăксене, студентсене уяв ячĕпе саламларĕç, пурнăçра, вĕренÿре ыр сунчĕç, район пуласлăхĕ çамрăксен аллинче пулнине палăртрĕç, алла диплом илсен тăван ене таврăнма йыхравларĕç.
Уявăн иккĕмĕш пайĕ вара урамра “Ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕ умĕнче” МКУ малалла тăсăлчĕ. Ăна Надежда Аливанкинапа Дмитрий Уливанкин йĕркелесе ертсе пычĕç. Ял тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ çамрăк талантсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухрĕç. Куракансем студентсемпе çамрăксем пултарулăх енчен питĕ маттур, ăста пулнине курса савăнчĕç, вĕсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Кив Атикасси тăрăхĕнчи çамрăксем тĕрлĕ шÿтлĕ сценкăсем кăтартрĕç, Атнар, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи каччăсемпе хĕрсем юрă-ташă енчен маттур пулчĕç. Штанашсемпе ачкассисен те пултарулăхĕ иксĕлми.
Жюри членĕсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, чи чăрсăррисем Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи çамрăксемпе студентсем пулчĕç, чи пултаруллисем - киватикассисем, чи хăюллисем - атнарсем, чи ырă кăмăллисем - штанашсем, чи туслисем - пантьăксем. Фестивале хутшăннă хĕрсемпе каччăсене парнесем парса хавхалантарчĕç.
Уяв программине малалла вырăнти артистсем тăсрĕç. Ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕн пултаруллă çамрăкĕсем, ял тăрăхĕсенчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем шăрантарнă юрăсене куракансем ăшшăн йышăнчĕç.
Районта çамрăк талантсем пурри савăнтарать. Апла пулсан, район пурăнать, унăн пуласлăхĕ пур.