Нумай ачаллă, тулли мар çемьесенче ÿсекен ачасен çу кунĕсене лайăхрах, интереслĕрех ирттерес тĕллевпе районти социаллă хÿтлĕх пайĕ çулсеренех вĕсене республика тулашĕнчи лагерьсене канма, сывлăхĕсене çирĕплетме ярать. Акă, июнĕн 12-мĕшĕнчен тытăнса июлĕн 2-мĕшĕччен 5 ача пĕрремĕш сменăра «Космонавт» лагерьте канать. «Шурă чулсем» лагерьте те районти 5 вĕренекен июнĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 16-мĕшĕччен сывлăхĕсене çирĕплетĕç.
Усăллă кану
Дополнительно
01 июля 2006
00:00
"Пирěн пурнăç"