Чăваш республикинчи вăрман хуçалăх агентстви вăрман хуçалăхĕсем, лесничествăсем, специалистсемпе рабочисем хушшинчи 2004 çулхи экономика ăмăртăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Кĕрешÿре Хĕрлĕ Чутай вăрман хуçалăхĕн коллективĕ (директорĕ В.Е.Савинкин) çĕнтернĕ тесе йышăннă. Лесничествăсенчен - Присурски лестничествин коллективĕ, лесниксенчен Присурски лесничествин лесникĕ Н.В.Галичанов республикăра иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Палăртма кăмăллă, кун пек çĕнтерÿçĕ ята районти вăрман хуçалăхĕ республикăра юлашки çулсенче 4 хутчен илме тивĕçрĕ.
Çĕнтерÿçĕ ĕç коллективĕсене ертсе пыракансене тата вăрман хуçалăх производствинче мала тухнисене пĕрремĕш вырăншăн виçĕ уйăхри ĕç укçи, иккĕмĕш вырăншăн - икĕ, виççĕмĕш вырăншăн пĕр уйăхри ĕç укçи чухлĕ преми тата Хисеп грамотисем парса хавхалантарнă.
Çакă паха - Хĕрлĕ Чутай вăрман хуçалăхĕ конкурс условийĕсемпе килĕшÿллĕн Пĕтĕм Раççейри конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнать.