Владимир Николаевич ВАДЕЙКИН 1952 çулта Ваçкаçырми ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш тата Мăн Этменти шкулсенче вĕреннĕ. 1969-1972 çулсенче Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. Алла диплом илсенех асăннă хулара хими заводĕнче ĕçлеме пуçланă. Пĕр хушă Шупашкарти тракторсем тăвакан заводра мастер пулса тăрăшнă. 1977 çулта тăван тăрăха таврăннă, районти “Сельхозтехника” предприятийĕнче аслă инженер тивĕçĕсене пурнăçланă. Çав хушăрах куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухнă, истори учителĕн профессине алла илнĕ. Пĕр вăхăт ачасене пĕлÿ парас ĕçре те тимленĕ. 1995-1997 çулсенче тепĕр аслă пĕлÿ - юрист профессине алла илнĕ. 1997-2000 çулсенче районти çĕр комитечĕн председателĕнче вăй хунă. 2000 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче районта техникăпа инвентаризаци бюровĕ уçăлнă. Унăн ертÿçи пулма Владимир Николаевича шанаççĕ. Паянхи кунчченех вăл хăйĕн пурнăçне çак ĕçпе çыхăнтарнă. Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе 4 ача пăхса ÿстереççĕ.
- Владимир Николаевич, хăвăр ĕçпе кĕскен паллаштарсамăр;
- Районти техникăпа инвентаризаци бюровĕ кил-çуртсене, хваттерсене, предприятисене регистрацилеме техника паспорчĕсем тăвассипе ĕçлет. Çак документ кил-çурта, хваттере урăх çынна сутнă, еткерлĕхе ача-пăчасем çине куçарттарнă тата ытти ĕçсене тунă чухне питĕ кирлĕ. Хваттерсене приватизациленĕ е тепĕр майлă каласан, патшалăх аллинчи пурлăха уйрăм çынсен харпăрлăхĕ тунă чухне техника паспорчĕ кирлĕ. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакансен те хваттер туянас тесен тăван енре приватизациленĕ çурт çукки çинчен ĕнентерекен хут кирлĕ.
Пирĕн специалистсем (вĕсем пурĕ 8-ăн, ертÿçĕпе пĕрле) район çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ.
2004 çултанпа районти çынсен, предприятисен çĕр лаптăкĕсене виçессипе те ĕçлетпĕр. Унччен çак ĕçе çĕрйĕркелÿ комитечĕ туса пынă. Халĕ çĕр ыйтăвне пĕрле татса паратпăр.
- Приватизаци ыйтăвĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарсамăр;
- РФ Кил-çурт кодексĕ тăрăх, харпăрлăх е предприяти пурлăхне 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен приватизацилеме юрать. Çак срок вĕçленсен асăннă саккун хăйĕн вăйне çухатать, еткерлĕхе (наследство) укçа тÿлесе илмелле пулать. Урăхла каласан, ашшĕ-амăшĕ хваттере приватизацилемен пулсан, кайран ачисен ăна сутăн илме тивет. Çавăнпа пуласлăхшăн халех тăрăшмалла, районти техникăпа инвентаризаци бюровне килсе специалистсемпе канашласа çак ĕçе пуçăнмалла.
- Район халăхĕ пурлăха харпăрлăх тăвасси çине мĕнлерех пăхать;
- Малтанхи çулсенче халăх приватизаци ыйтăвĕ çине сÿрĕкрех пăхатчĕ. Халĕ вара приватизацилени малашлăхшăн лайăх пулнине ăнланса пырать.
Приватизаци ĕçĕ 1991 çултах пуçланнă. 2005 çулччен районта пурĕ 328 хваттере çынсем харпăрлăха куçарнă. 2007 çулччен тата 600 яхăн хваттере приватизацилемелле. Ĕçсем нумай, вăхăчĕ унччен чылай-ха теме çук. Пурлăха приватизацилени питĕ кирлине кашнин ăнланмалла.
- Тавтапуç калаçушăн.