Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Кулленхи ыйтусенчен пăрăнмасăр

Хĕрлĕ Чутай ял администрацийĕ ку территоринче пурăнакан ял çыннисен кулленхи ыйтăвĕсене татса пама пулăшас, вырăнти пурнăçа йĕркелесе пырас тĕлĕшпе сахал мар ĕç туса ирттерет. Ÿсĕмсем те пур, паллах.

Чи пысăк, пурне те кăсăклантаракан ыйтусенчен  пĕри - ялсене газификацилесси. Халĕ чылай яла “кăвак çулăм” ырлăхĕ çитрĕ. ЧР Президенчĕ Н.Федоров йышăннă ялсен социаллă аталанăвĕн Программи пурнăçа кĕрсе пырать. Çакăнпа ял çыннисем питĕ кăмăллă.

Юлашки çулсенче уйрăм çынсем çурт-йĕр ытларах çавăрма тăрăшаççĕ. Вĕсене ял администрацийĕ май килнĕ таран пулăшу пама тăрăшать. 2004 çулта, акă, ял администраци  территорийĕнчи çĕнĕ çуртсен пĕтĕ­мĕшле лаптăкĕ 1400 тăваткал метрпа танлашнă. Ялта пурăнакансем те хăтлă хваттерсенчи пекех шыв канализацийĕ хываççĕ.

Район администраци пуçлăхĕ В.Орлов пуçарнă ырă ĕçсене пурнăçа кĕр­тес­сишĕн тăрăшатпăр. Хĕрлĕ Чутай салин сăн-сăпатне çĕнетес, ялсен инфраструктурине аталантарас тĕлĕшпе ырă улшăнусем пулса пыраç­çĕ. Ял урамĕсене тирпей-илем кĕртессипе вăй  хуратпăр. Иртнĕ çул Кив центрти çĕнĕ пĕвене хута янă çĕрте тăрăшса ĕç­лерĕмĕр: ватă йывăçсене касса тирпейлерĕмĕр, юшкăн тăприне урамсенчи шăтăк-путăксене тултарса тикĕслесе якатрăмăр.

Ялсен социаллă пурнăçне аталантарас тĕ­лĕш­­пе “Сура”, “Черепановский” ял хуçалăх предприятийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Иртнĕ çул асăннă хуçалăхсем пĕр­чĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вăхăтра пухса кĕртрĕç, çĕр ĕçченĕсене май килнĕ таран хавхалантарса пычĕç. Акă, “Сура” ЯХПК ертÿçи А.Карпов хуçалăхра тăрăшса ĕçлекенсене утă-улăм, тырă-пулă парса пулăшать, транспортпа та тивĕçтерет. Унсăр пуçне вăл Ишеккасси ялĕнче çĕнĕ спорт площадкине хута ярас ĕçре те активлăх кăтартрĕ, строительство материалĕсем парса пулăшрĕ. Халĕ ишеккассисен спорт ăмăртăвĕсене ирттермелли стадион пур.

Кил-çурт таврашĕнче, урамсенче тирпей-илем тытса тăрас тĕлĕшпе кашни çулах “Чи таса урам”, “Чи хăтлă çурт”, “Чи лайăх хушма хуçалăх” конкурссем йĕркелетпĕр. Пĕл­тĕрхи конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, ырă ята Советски тата Ленин урамĕсенчи  З.Кортуновапа Н.Мареев тивĕçрĕç. Маттуррисен шутне Комсомольски урамĕнче пурăнакансене те кĕртмелле. Кунти ял старостисем Г.Мареева, В.Сергеев, П.Мазуркин хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ, çавăнпа ÿсĕм­сем те пур.

Ял администрацийĕн ĕçченĕсем хушма хуçалăх ыйтăвĕсемпе те тимлеççĕ. Вĕсем ял старостисемпе пĕрле пухăнса çынсем хăйсене уйăрса панă çĕр лаптăкĕсемпе мĕнле усă курнине тĕрĕслеççĕ, йĕркене пăсакансене тупса палăртаççĕ, çирĕп мерăсем йышăнаççĕ.