Июль - çу тÿпи, уйăхри вăтам температура 18 градус ăшă. Çумăр нумай çăвакан тата çĕршывăн вăтам тăрăхĕнче чи шăрăх уйăх шутланать. Июльте выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç анлă сарăлса пырать. Уйăх вĕçнелле хуçалăхсенчи механизаторсем тырă вырма тухаççĕ. Ял çыннисем хурăн çырли пуçтарса пĕтереççĕ, крыжовник, хăмла çырли, чие çырли пиçет.
Садра панулми пулса çитет. Кăçал çак çимĕç тĕллĕн-тĕллĕн самаях. Çавна май улмуççи турачĕсем аялалла усăнаççĕ. Çакна шута илсе туратсене тĕревлесе лартнă шалчасене тĕрĕслесе тухмалла, вĕсен хисепне ÿстерсен те пăсмасть. Тăкăннă панулмисене, уйрăмах хуртсем сиенленисене, пухмалла. Улмуççи турачĕ çурăлсан е хуçăлсан, ăна унчченхи вырăна лайăх вырнаçтарса çыхса лартмалла.
Июль уйăхĕнче çимĕç йывăççисемпе çырла тĕмĕсем ÿснисĕр пуçне вĕсен çимĕç папкисем те чăмăртанаççĕ. Çак вăхăтра ÿсен-тăрана апат çителĕклĕ кирлĕ. Ăна апатлантармалла, шăвармалла, çулçăсене кăшлакан хурт-кăпшанкăпа чирсем сиенлесрен асăрхамалла. Тăпрана кăпкалатса тухмалла.
Уйăх вĕçĕнче панулмин çуллахи сорчĕсем пулса çитеççĕ. Чие çырли, хура хурлăхан татса пухма хатĕрленмелле.
Тĕрĕс пăхсан, çимĕç йывăççисем уйăх вĕçĕнче ÿсме чарăнаççĕ, çамрăк хунавсем хытма пуçлаççĕ. Çак вăхăтра çимĕç паман йывăçсене, уйрăмах çамрăккисене, азот удобренийĕсемпе апатлантармалла мар. Туратсем иккĕмĕш хут ан ÿсчĕр, йывăçсем аталанса çитчĕр, лайăх хĕл каçчăр тесен, вĕсене кăштах кăна шăвармалла, тăпрана та сахалрах кăпкалатмалла.
Хурăн çырли лаптăкĕсенче çырла пуçтарса пĕтерсен, хунав тунисене касмалла, чирлĕ тата типнĕ çулçăсене пуçтармалла, удобрени тăкса, тăпрана кăпкалатмалла, лайăх шăвармалла. Çак ĕçсене кая хăвармалла мар. Мĕншĕн тесен паянхи ĕç çитес çул пысăк тухăç илме май парĕ. Çырла тĕммисене тасатма та манас марччĕ.
Хурăн çырли лартма вăхăт çитет. Çавăнпа та тăпрана çемçетсе хатĕрлемелле. Вăл удобрени тăкса кăпкалатнă çĕр çинче лайăх çитĕнет. Ăна уйрăмах çимĕç тĕввисем ÿснĕ вăхăтра тата çырлана пухса илсен апат нумай кирлĕ. Апат çителĕксĕр чухне çырла вĕтĕ пулать, начар пиçет, унта сахăр та сахалрах пухăнать. Паллах, удобрени кăна ăнăçлăха татса памасть. Тăпрана кăпкалатса çум курăксене пĕтермесен, шăвармасан хурăн çырли начар ÿсет. Çырла лартас умĕн пĕр тăваткал метр лаптăк пуçне 2-3 килограмм тислĕк тата 4 грамм фосфор хываççĕ. Лартнă хыççăн ÿсен-тăран таврашĕнчи тăпрана тислĕк (тăваткал метра - 3 килограмм) тăкмалла.
Хурлăханпа крыжовник тĕммисене лартнă чухне шăтăка удобренисем хывни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кĕркунне кашни тĕм валли 100-120 грамм суперфосфат, 50-60 грамм сернокислăй кали кирлĕ. Улма-çырлана памалли удобрени хутăшĕпе усă курнă чухне, кашни тĕм тавра тарăн мар канавсем чавмалла, ăна тĕпретсе 300-400 грамм сапмалла. Тĕм пуçне виçĕ çулта пĕрре 12-15-шер килограмм тислĕкпе çĕрĕк тăпри хывмалла, йÿçĕк çĕре извеçлемелле.
Хăмла çырли лартас умĕн кашни тăваткал метр лаптăк пуçне 8-10 килограмран кая мар органика кăлармалла. Малашне вара ăна 2-3 çулта пĕр хут тăксан юрать. Садри çĕре кĕркунне кăпкалатнă чухне пĕр тăваткал метр çине çавăн пекех 300 грамм суперфосфат тата 1,5 грамм сернокислăй кали хывмалла.
Çимĕç паракан йывăçсемпе танлаштарсан, çырла тĕмĕн тымарĕсем тарăна каймаççĕ. Анчах та тăпраран апат илес тĕлĕшпе вĕсем йывăç тымарĕсем евĕрлерех. Çавăнпа июль уйăхĕнче садри çимĕçсене пухса илнипе пĕрлех тăпрана кирлĕ чухлĕ минерал тата органика удобренийĕсем хывса хăварма тăрăшмалла.