Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пысăк ĕмĕтпе, çирĕп шанчăкпа

«Путь Ильича» колхоз ĕçченĕсем умĕнчи тĕл­левсем пысăк - агротехникăн мĕнпур майĕсемпе усă курса тĕш тырăпа выльăх апачĕ нумайрах туса илмелле. Кĕскен калас пулсан, 1750 тоннăран ытларах пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртмелле. Çак тĕллевпе çуркунне 840 гектар çине тĕш тырă акса хăвармалла, гектар пуçне вăтамран 20,6 центнер тырă пухса кĕртмелле.

Умри задачăсене ăнăçлă татса пама хуçалăхри пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетсе пыни пулăшасса шанаç­çĕ колхоз ертÿçисемпе ял хуçалăх специалисчĕсем. Акă, хальхи вăхăтра 22 трактор, 22 автомашина, вăл шутран груз турттармаллисем - 15. Иртнĕ çулхи вырмара тĕш тырă пухса кĕртме ултă комбайн хутшăннă. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте виçĕ комбайнпа усă курнă. Тăватă косилка, икĕ пресс-подборщик курăк çулса пухас ĕçе хăвăртлатма май панă.

Колхозри «хурçă гварди» çыннисене Н.Мидушкин тĕп инженер 5 çул ертсе пырать. Маларах вăл виçĕ çул хушши юсав мастерскойĕн заведующийĕн лавне туртнă. Ĕçре хастарлăхпа тата пуçарулăхпа палăрнă. Николай Николаевич механизаторсене техникăпа тата ытти пурлăхпа туллин усă курма, ял хуçалăх наукин çитĕнĕвĕсемпе малта пыракансен опытне ĕçе кĕртме, çĕрĕç культурине ÿстерсе пыма вĕрентет.

Иртнĕ çул колхозра техникăна хĕллехи управа лартас ыйтупа районти механизаторсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унта трактористсемпе пĕрлех трактор бригадин бригадирĕсем, тĕп инженерсем, хуçалăх ертÿçисем хутшăнчĕç. Чи пахи -  пухăннисем «Путь Ильича» колхозри механизаторсем ял хуçалăх машинисене управа мĕнле йĕркелесе лартнипе паллашрĕç. Курса çаврăнсан вĕсен ĕçне пысăк хак пачĕç.

- Техника ĕмĕрне тăсас тесен ăна лайăх пăхмалла, - калаçăва пуçарчĕ Николай Николаевич. - Хальхи вăхăтра çак тĕллевпе уйрăмах хытă тăрăшмалла. Мĕн­шĕн тесен çĕнĕ агрегатсем туянма укçа-тенкĕ çителĕксĕрри ура хурать. Паллах, тĕп фондсене çĕнетсе пырас ĕçе те колхоз правленийĕ манăçа хăвармасть. Пĕлтĕр тĕш тырă комбайнĕ те, курăк çулса вĕтетмелли агрегат та, МТЗ йышши трактор та туянтăмăр.

Хальхи вăхăтра колхозăн çичĕ сеялка, тăватă культиватор, сакăр плуг тата икĕ дисклă сÿре пур. Кунсăр пуçне çурхи ака-суха ĕçĕсенче 63 сÿрепе усă курĕç. Кăкарса ĕçлемелли агрегатсене йĕркене кĕртме юсав бригади туса хунă. Унта сварщика, тимĕрçĕне тата слесарьсене кĕртнĕ. Вĕсем сÿресене юсама пуçланă. Ытти ял хуçалăх машинисене юр айĕнчен чавса кăларнă.

- Паянхи кун тĕлне тракторсен 70 проценчĕ хатĕррисен ретĕнче, - терĕ малалла Николай Николаевич. - Çунтармалли тата сĕрмелли материалсен 75 проценчĕ пур. Запас пайĕсем, бензин-топливо кирлĕ чухлĕ янтлас тĕлĕшпе ĕçлетпĕр. Çуракинче вăйлă тыр-пулăн çирĕп никĕсне хывса хăварасси - колхоз ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ.

Çурхи ака-суха ĕçĕ­сен планĕпе килĕ­шÿл­­лĕн, лаптăксене сÿрелеме 5 агрегат тухать. Пусăсене культиваци тума хăватлă икĕ Т-150 йышши трактор хутшăнмалла. Вĕсем йĕкĕр культиваторсемпе сÿреме тивĕç. Дисклă сÿресемпе те, плуг кăкарса та икшер Т-150 трактор ĕçлĕ. Калчасен тымарĕсем патне е минерал удобренийĕсем хывас ĕçре виçĕ сеялкăллă пĕр агрегатпа усă курма палăртнă.

- Тырă акма эпир çулленех çĕр ĕçне аван пĕлекен, пуян опыт пухнă механизаторсене шанатпăр, - тет Николай Николаевич. - Кăçал икĕ ака агрегачĕ пулать, пĕрне В.Яндайкина, теприне Н.Мокшина шанса панă. Хире ултă метр сарлакăш СПУ –6 йышши сеялкăсемпе тухĕç вĕсем. Сăмах май, Беларуссинчен илсе килнĕ сеялкăсем кусем.

Çĕр хатĕрленĕ çĕрте В.Романов, А.Шуськин, Д.Максимов, Н.Виссарионов тата Т.Патьянов механизаторсем ĕçлĕç. Пурте çуллен тенĕпе пĕрех тыр-пул акса ÿстерес ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Агрегатсене уй-хире тухма тĕплĕ те шанчăклă хатĕрленипе палăрнă. Юсав мастерскойĕнче техникăна йĕркене кĕртме вĕсене И.Канцеляров, Е.Яргонский, А.Михеев тата А.Бахметьев пулăшаççĕ.

 - Пирĕн тĕллев, - теççĕ машинăпа техника паркĕнче тăрăшакансем, - техникăна хăвăрт, лайăх пахалăхпа юсав линейкине лартасси. Хамăрăн канăçсăр ĕçе чун-чĕререн парăннă çынсем эпир. Юр кайса пĕтес умĕн çĕр хăйĕн анлă кăкăрĕпе мăнаçлăн сывласа янине çуллен лайăх туйса тăратпăр.

Çĕр çыннишĕн çĕнĕ çул çуркуннерен пуçланать-тĕр. Çĕкленÿллĕ кăмăлпа, пысăк ĕмĕт­семпе, çирĕп шанчăкпа кĕтеççĕ ăна «Путь Ильича» колхозра.