Чирлĕ çынна вырттарас пулсан кушетка çине сарма простыньсем, алă çума умывальник çук. Савăт-сапа енĕпе те япăх. Чейникĕ те пăхма хăрушă, пушар хыççăнхиех. Вак-тĕвек япаласене вара хăйĕн укçипе илет А.Гурьянова.
Чăн та, пулăшу кĕтсе ларнă пулсан, çивĕтти витмен сĕтел çинче ĕç тетрачĕсем те выртман пулĕччĕç. Юрать-ха райбольница медицина препарачĕсем, эмелсем тĕлĕшĕнчен пулăшкалать. Çамрăксем фельдшер пунктне сайра-хутра çеç килкелеççĕ. Ваттисем вара, ытларах юн пусăмĕ вылянипе аптăракансем, кунтах укола çỹреççĕ. Ун пеккисем те нумайăн мар, 4-5 çын çеç. Çавăн пекех çулталăка çитмен 5 ачана Антонина Григорьевна тĕрĕслесе-сăнаса тăрать. Вĕсен ашшĕ-амăшĕсене тĕпренчĕкĕсене çитерме ача-пăча апачĕпе тивĕçтерет.
Санитаркăра 18 çул ĕçлекен Р.Воронцован ĕçĕ сахал мар. Хуçалăх тĕлĕшĕнчи йывăрлăхсем ăна та пăшăрхантараççĕ. Акă, çуркунне-кĕркунне çурт тăрринчен , мачча витĕр шыв юхать. Хĕл çуррине çитрĕмĕр пулин те фельдшер пункчĕн чỹречи халĕ те пĕр хут кантăкпах ларать. Туса параканĕ халлĕхе тупăнман-ха. Сивĕ çурта вара сывă çыннăн кăна мар, чирлин те килес килмĕ. Кунта шăнса пăсăласси пирки иккĕлленме кирлĕ мар.
Фельдшер пункчĕн малашнехи шёпи, ĕçĕ-хĕлĕ пирки райбольница администрацийĕ мĕн шутлать-ши;.