Ку йăла ытти хуласемпе районсенче сарăлса пыни пирки курнă та, вуланă та. Кăçал çакăн пек тĕслĕх пирĕн районта та пулса иртнĕ. Хĕрлĕ Чутай чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте пуçарнипе Кив центрти çĕнетсе тасатнă пĕве çине Кăшални кунхине çынсем чылай пухăннă, вак каснă. Чи малтанах Николай атте шыва “светить” тунă, хăй те чỹхеннĕ, хыççăн “моржсем” çăвăннă.
Çапла вара темиçе теçетке вăйпитти арçынсем, ачасем те Кăшалние шывра паллă тунă. Ку, паллах, чиркỹ вĕсене хăй хỹттине илнине пĕлтерет.