Хаклӑ вӗренекенсем, студентсем, учительсем, педагогика ӗҫченӗсем тата ашшӗ-амӑшӗсем! Сире Пӗлÿ кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Пӗлÿ кунӗ ҫӗнӗ вӗренÿ ҫулне уҫать, унта сире ҫӗнӗ утӑмсем тата ҫитӗнÿсем кӗтеҫҫӗ. Ку уяв кунӗ, хаваслӑхпа, йӑл кулӑпа тата чечексемпе тулнӑскер, сире пӗтӗм вӗренÿ ҫулӗ тӑршшӗпех лайӑх кӑмӑл парнелӗ.
Пирӗн округра ҫичӗ шкул, унта кашни кун вӗренÿ пурнӑҫӗ вӗрет. 2026-2027 вӗренÿ ҫулӗнче парта хушшине пӗрремӗш хут 70 ача ларать, вунпӗрмӗш классра вӗренекен 50 ача профессие ӑнӑҫлӑн суйласа илсе экзаменсене тытма хатӗрленет.
Пирӗн ҫитӗнÿсен хыҫӗнче пысӑк коллектив ӗҫӗ тӑрать: вӗрентÿпе воспитани сферинчи специалистсен йышӗ - 218 ҫын. Вӗсен шутӗнче: 147 вӗрентекен, 50 воспитатель тата 21 хушма вӗрентÿ педагогӗ, вӗсем ачасен пултарулӑхне аталантарма пулӑшаҫҫӗ.
Ҫирӗп шанса тӑратӑп, кашни вӗренекен хӑйӗн ӑнӑҫлӑ пӗлӱ ҫулне тупӗ. Пурне те пуян та интереслӗ шкул пурнӑҫӗ, ӑнӑҫлӑ вӗренÿ ҫулӗ, ҫутӑ ӗмӗтсем сунатӑп, пӗлÿ вара сирӗн пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче шанчӑклӑ тӗрев пултӑр!
Пӗлÿ кунӗ ячӗпе, туссем!
Муниципаллă округ пуçлăхӗ И.Н. Михопаров