Хаклӑран та хаклӑ аннемӗрсем тата асанне-кукамайсем!
Сире Аннемĕр кунĕ ячĕпе чун-чĕререн тухакан çĕр çинчи чи ырă та çепĕç сăмахсемпе саламлатăп.
Мěн тери хаклă çын вăл - анне. Кашни амӑшӗ хӑйӗн ачисене ҫын пулма пиллесе ӳстерет, унӑн чӗри яланах ачисемшӗн çунать. Пире пурнӑҫ тата вӗҫӗ-хӗррисӗр юрату парнеленӗшӗн эпир сирӗн умӑрта тӳлесе татайми парӑмра. Сирӗн иксĕлми юратӑвӑршӑн, ӑс-хакӑлшӑн, чӑтӑмлӑхшӑн тата чун хӑвачӗшӗн ачӑрсем сире хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе тата ҫӗнтерӗвӗсемпе савӑнтарсах тӑччӑр, яланах пулӑшса пыччӑр!
Хаклă аннемĕрсем, хăвăрăн пархатарлă тивĕçе чуна парса пурнăçланăшăн пысăк тав сире. Сăн-питĕрте яланах хĕвел шевли вылятăр, чунăрта савăк кăмăл хуçалантăр. Мĕнпур кăмăлтан çутă кун-çул, ырă кăмăл, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей тата ҫемье ырлӑхӗ сунатăп.
Тайма пуҫ сире, аннесем! Уяв ячĕпе!
Глава муниципального округа Иван Михопаров