Поздравление главы муниципального округа Ивана Михопарова с Днем Великой Победы
Аслӑ Çӗнтерӳ кунӗ ячӗпе, тӑванӑмӑрсем!
Тǎван çĕршывǎн Аслǎ вǎрçи чаплǎ çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 80 çул çитрӗ. Куҫҫуль витӗр ҫывхартнӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ. Кашни ҫыншӑнах чӑннипех те чи савӑнӑçлӑ та пысăк, сӑваплӑ та ҫутӑ кун, хаклӑран та хаклӑ та уявсенчен пӗри.
Майӑн 9-мӗшӗ – вăл аслӑ ӑрăвăн куҫҫулӗ, нуши-терчӗ урлă килнӗ, питӗ хака ӳкнӗ Çӗнтерӳ кунӗ. Вӑрҫӑ историне, унăн паттӑрӗсем ҫинчен, вӑрҫӑ ачисем ҫинчен пирӗн ӳссе пыракан ӑрӑва каласа кӑтартмалла, Тӑван ҫӗршыва юратмалли ҫинчен вӗрентсе пымалла.
Пирӗн аттесем, асаттесем тата мăн асаттесем мирлӗ пурнӑҫшӑн хӑйсене хӗрхенмесӗр кӗрешнӗ, нумайăшӗ вӑрҫӑ хирӗнчех куҫӗсене хупнӑ. Ватӑсем тата ҫамрӑксем тылра хӑйсене шеллемесӗр ырми-канми ӗҫленӗ, çӗнтерӗве туптама самай пулӑшнӑ.
Хаклӑ ветерансем, тыл ӗçченесем, вăрçă ачисем тата ентешӗмӗрсем! Сире Çӗнтерӳ кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатăп! Ырлӑх-сывлӑх, иксӗлми телей, тӑнӑç тата мирлӗ пурнӑç сунатăп! Уявпа! Çӗнтерӳ кунӗ ячӗпе!
Муниципаллă округ пуçлăхӗ И.Н. Михопаров