Поздравление главы муниципального округа Ивана Михопарова с Днем чувашского языка
Хисеплӗ юлташсем! Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Тӑван чӗлхе кашни çыншăн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӑл чӑвашсен нумай ӗмӗре тӑсӑлакан пуян культурипе йӑли-йӗркине тата историне сӑнарлать. Эпир тӑван чӗлхене тӗрӗс-тӗкел сыхласа упрасан чӑваш нацийӗ те сывах пулӗ. Пурнăçра – пӗр анне, тăван чӗлхе те - пӗрре. Ăна упрасси – пирӗн пысăк тивӗç.
Ҫавӑнпа та эпир малалла та хамӑр тӑвӑн чӗлхепе калаҫса ӑна атанлантарса пырар.
Уяв ячӗпе, туссем!
Глава муниципального округа Иван Михопаров