Поздравление главы муниципального округа Ивана Михопарова с Международным женским днем
Хаклӑ хӗрарӑмсем, аппасемпе йăмăксем,
кукамайсемпе асаннесем! Сире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Эсир пирĕн пурнӑçа пин-пин тĕслĕ сӑрӑпа пуянлататӑр. Ᾰна юратупа, çепĕçлĕхпе, çемье телейĕпе тата ачасен куллипе тултаратӑр. Сире пула тĕнче лайӑхрах, ырӑрах та çутӑрах пулса тӑрать. Хӑвӑр юратнӑ тата çывӑх çыннӑрсенчен кашни кунах, кашни самантрах юрату, телей тата пулӑшу туйӑмĕсене туйса тӑрӑр. Хуйхӑ-суйхӑ сирĕнтен пӑрӑнса ирттĕр, кашни кунах çĕнĕ савӑнӑç валли сӑлтав пултӑр.
Паян Раççейре çемье тата унӑн интересĕсем, ыйтӑвĕсем малти вырӑнта. Эпир ачаллӑ çемьесем, çав шутра, паллах, нумай ачаллӑ та çамрӑк çемьесем, çамрӑк амӑшсем патшалӑх тӑрӑшнине, пулӑшнине туйччӑр тесе мĕн май килнĕ таран тивӗçтерме тӑрăшатпӑр.
Пирĕн ентешсене, ятарлӑ çар операцийĕнче хутшӑнакан паттӑрсене килте кĕтекен, вĕсене юратупа, савӑнӑçпа, пулӑшупа хавхалантаракан хĕрарӑмсем уйрӑм тав сӑмахне тивĕç. Эсир хĕрарӑм чĕри мĕн тери вӑйлӑ та чӑтӑмлӑ пулнине çĕнĕрен те çĕнĕрен кӑтартса паратӑр. Сире ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал тата ырлӑх сунатӑп.
Хисеплĕ хĕрарӑмсем! Сирӗн мӗнпур ӗмӗтӗр пурнӑҫлантӑр, ӗҫсем ӑнса пыччӑр, арҫынсен тимлӗхӗ ан иксӗлтӗр, ҫемьере тӑнӑҫлӑх пултӑр! Юрату, сывлӑх, чунпа яланах ҫамрӑк, илемлӗ пулма сунатӑп!
Муниципаллă округ пуçлăхӗ И.Н. Михопаров