Поздравление главы муниципального округа Ивана Михопарова с Днем защитника Отечества
Хисеплӗ Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем!!!
Сире хӑюлӑхпа паттӑрлӑх тата хастарлӑх уявěпе – Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунě ячĕпе – ӑшшӑн саламлатӑп. Ҫак кун эпир Раҫҫей ҫарӗн паттӑрла ӗҫӗсемпе чаплӑ ҫӗнтерӗвӗсене аса илсе мӑнаҫланатпӑр, ҫар ретěнче тӑракансене, вӑй хуракансене, хамӑр ҫӗршыва хӳтӗлекенсене пурне те чыслатпӑр.
Тăван çĕр-шыва хÿтелесси – кашни çыннăн сумлă та сăваплă тивӗҫ шутланнӑ. Паянхи кун унӑн пӗлтерӗшӗ питӗ ҫивӗч. Чи ăшă тав сăмахĕсем паян эпир пирĕн хаклă ветерансене, ятарлă çар операцине хутшăнакансене, çар çыннисемпе саппасри салтаксене калатпăр. Уйрӑмах паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ салтаксене тайма пуҫ – вěсем ěмěрлěхех пирӗн асра пулӗҫ.
Уяв ячĕпе саламласа сире, пирĕн юратнă арçынсене, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, çемьере килĕшÿ, лăпкă пурнăç, ҫирӗп вӑй-хал, ырлӑхпа телей тата малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма сунатӑп!
Муниципаллă округ пуçлăхӗ И.Н. Михопаров