Поздравление главы муниципального округа Ивана Михопарова с Новым годом и Рождеством Христовым!
Хаклӑ ентешсем!
Сире ҫывхарса килекен 2025 ҫул тата Сурхури ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! Иртсе каякан çул пуриншӗн те хăйне евӗр пулчӗ. Çулталăк вӗçленнӗ май эпир хамӑр тунă ӗçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлететпӗр, иртсе пыракан ҫул пирӗншӗн мӗнпе асра юлнине палăртатăр, ҫӗнӗ плансем тӑватпӑр.
Ҫӑмӑл мар лару-тӑрура пурăнатпăр пулсан та пирӗн муниципалитетра экономика тытăмӗ ӳсĕмлĕ аталанать. Эпир пӗрле пулса кăçалхи çул та ытти чухнехи пекех нумай ӗç туса ирттертӗмӗр: çӗнӗ культура çуртне, фельдшерпа акушер пункчӗсем уçрăмăр, выльӑх-чӗрлӗх чирӗсемпе кӗрешекен ветеринари станцине, тӗп вулавăша, ача сачӗсемпе шкулсене юсаса çӗнетремӗр.
Эпир пурте яланхи пекех пӗр шухӑшлӑ пулса пуçаруллă проектсене пурнăçа кӗртрӗмӗр: çул-йӗр тата шыв пăрăхӗсене юсаса çӗнетрӗмӗр, обществăлла вырăнсене, пӗвесене, палăксем йӗри-тавра тирпей илем кӱтӗмер. Ҫарти салтаксене пулӑшас тӗллевпе те сахал мар ӗç туса ирттертӗмӗр. Çак яваплă ӗçсем çитес çулта пурнăçа кӗрсе пырасси пирки пӗртте иккӗленместӗп.
Хисеплӗ юлташсем! Пурне те пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, ӑнӑҫу, савӑнӑҫ тата мирлӗ пурнăç сунатӑп. Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, ҫӗнӗ телейпе сире!
Муниципаллă округ пуçлăхӗ Иван Михопаров