Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы муниципального округа Ивана Михопарова с Днем учителя

Поздравление главы муниципального округа Ивана Михопарова с Днем учителя

Хисеплӗ педагогсем тата пӗлӳ отраслӗн ветеранӗсем! Сире професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатӑп!

Эсир хăвăра пархатарлă та пысăк яваплă ĕҫе – ачасене воспитани тата пӗлӱ парассине халалланă. Ачасемпе ӗҫлесси - пысӑк ӗҫ! Вӗсен тăнăҫлăхĕ тата Раҫҫей пуласлăхĕ шăпах сирĕн пултарулăхăртан килет. Вӗрентекен ҫитӗнекен ӑрӑва тивӗҫлӗ пӗлӳ тата воспитани парас тесе ырми-канми тӑрӑшать, хӑй те пӗрмаях вӗренет, аталанать.

Хаклӑ вӗрентекенсем! Сире профессие парӑннӑшӑн, тарават чунлӑ, çи­рӗп те чӑтӑмлӑ пулнӑшӑн тата ачасене чун-чӗререн юратнӑшӑн тав тӑватӑп. Сирĕн çăмăл мар ӗçре ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем, сывлăх, телей, ырлăх, хавхалану, тăнăҫлăх сунатăп!

Уяв ячӗпе!

Муниципаллă округ пуçлăхӗ    Иван Михопаров

 



04 октября 2024
11:35
Поделиться
;