Иван Михопаров поздравляет с Днем Великой Победы
Хаклă ентешсем! Хисеплӗ Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем тата тыл ĕçченĕсем!
Сире Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 79 ҫул ҫитнӗ ятпа пӗтӗм чунтан саламлатӑп!
Çĕнтерÿ кунĕ - пуриншĕн те пысăк та савăнăçлă уяв. Çак кун эпир пире мирлĕ те телейлĕ пурнăç парнеленĕ ветерансене, çĕнтерÿшĕн вăй хунă тыл ĕçченĕсене чун-чĕререн тав тăватпăр, вĕсен умĕнче çĕре çити пуç таятпăр.
Кирек мӗн чухлӗ вӑхӑт иртсен те, вӑрҫӑ нушисене чӑтса ирттернӗ, ҫапӑҫу хирӗнче тӑшманпа куҫа-куҫӑн ҫапӑҫнӑ ҫынсен тӗлӗнмелле паттӑрлӑхӗ нихӑҫан та манӑҫа тухмӗ.
Паянхи лăпкă мар лару-тăрура чăн-чăн паттăрсем, Тăван Çӗршыв хӱтӗлевçисем Украинăри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса тăшмана хирӗç кӗрешеҫҫӗ. Эпир пирӗн хӱтӗлевçӗсене, атте-асаттесем пекех, çӗнтерӳпе таврӑнасса кӗтетпӗр.
Сире пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, ӑнӑçу сунатăп. Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе!
Муниципаллă округ пуçлăхӗ И.Н. Михопаров