Поздравление главы Красночетайского муниципального округа Ивана Михопарова с праздников Весны и Труда
Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!
Сире Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Ҫак ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ уяв кашни ҫыншӑн чи юратнисенчен пӗри. Вӑл чӑн-чӑн ӑшӑ ҫуркунне ҫитнине пӗлтерет, йӑлана кӗнӗ пекех тӗрлӗ ӑрури тӗрлӗ ӗҫре вӑй хуракан ҫынсене, хӑйсен ӗҫне юратакансене пӗрлештерет.
Пирӗн муниципалитет ҫитӗнӗвӗ тата аталанӑвӗ – кунта пурӑнакан пин-пин ҫыннӑн витӗмлӗ ӗҫ кӑтартӑвӗ тата тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ. Маллашне те хамӑр округа аталантарас тӗллевпе тӑрӑшса ӗҫлесчӗ, палӑртса хунине вӑя кӗртесчӗ. Эпир пӗрле мӗн шухӑшланине пӗтӗмпех пурнӑҫласса пӗртте иккӗленместӗп!
Ҫак ҫурхи кунсенче сире савӑк кӑмӑл-туйӑм, ҫирӗп сывлӑх, телей, ҫитӗнӳсем тата ӑнӑҫусем сунатӑп! Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ пире унчченхи пекех ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантартӑр!
Уяв ячӗпе сире!
Муниципаллă округ пуçлăхӗ И.Н. Михопаров