Поздравление главы Красночетайского муниципального округа Ивана Михопарова с Днем чувашского языка
Хаклă ентешмĕрсем, хĕрлĕчутайсем!
Паян пысăк уяв - Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ уява эпир чăваш халăхне çутта кăлараканӗ, аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунӗнче паллă тăватпăр.
Чăваш чӗлхипе пирӗн асатте-асаннесем калаçнă, вӗсем пире çак пуянлăха пиллесе хăварнă. Ăна юратасси ачалăхран пуçланать, çавăнпа та пирӗн те хамăр ачасене мĕн пĕчĕкренех тăван чĕлхене юратма, халăх традицийӗсене упрама, чӗлхе илемӗпе пуянлăхне туйма вӗрентесчӗ, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасчӗ.
Сире пурне те Чăваш чĕлхи кунĕ ячӗпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп! Тăван чĕлхе пурне те пĕрлĕх туйăмĕ парсах тăтăр, пуян та çепĕç чĕлхен халăха пĕрлештерекен вăйĕ ÿссех пытăр.
Уяв ячӗпе, туссем!
Муниципаллă округ пуçлăхӗ И.Н. Михопаров