«Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук»
Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче Чăваш чĕлхин кунне халалланă муниципалитет округĕнчи шкул ачисен «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук» (И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 176 ҫул) наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.
«Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук» наукăпа практика конференцийĕнче ачасен пилĕк секцийĕ ĕçлерĕ: «Çут çанталăка упрасси – кашни çын тивĕçĕ», «Çирĕп çемье – патшалăх чаракĕ», «Ялан янра, тăван чĕлхе!», «Асамлă калем», «Ҫеҫпĕл Мишшин произведенийĕсенчи сăнарсем». Уяври тĕрлĕ номинацие хутшăнса 57 ача хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ.
Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев чăваш халăхĕн çĕр пин сăмах, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă тенĕ. Уявра чăн та çĕр пин сăмах янăрарĕ теме юрать. Сцена çинчен чăваш сăвви ирĕккĕн, уççăн янăрарĕ, чăвашла илемлĕ калаҫни кăмăла çĕклерĕ, чăваш тумĕ куçа илĕртрĕ, чуна савăнтарчĕ.