Зоя Матвеева район больницинче 45 ҫул вӑй хурать
Паян Зоя Петровна Матвеева район больницинче вӑй хума тытӑннӑранпа шӑп та лӑп 45 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа ӑна чун-чĕререн саламлатпăр! «Ӗҫленӗ чух ҫын хушшинче хурлӑх чакать, савнӑҫ вара ӳсет, - тет Зоя Петровна.
Сывлăх сыхлавĕнче ӗҫлеме ӑна Турӑ хӑй пӳрнӗ тейӗн. Инкеке лекнисене пулӑшу пама вӑл яланах хатӗр.