Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Иван Михопаров поздравляет с Международным женским днем

Иван Михопаров поздравляет с Международным женским днем

Хисеплӗ те хаклă хӗрарăмсем, асаннесемпе кукамайсем, хӗрсемпе хӗр пӗрчисем, аппасемпе йӑмӑксем!

Сире Çурхи хаваслă уявпа – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе - ӑшшӑн саламлатăп!

Ҫак уяв уҫӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ, тӗлӗнмелле чун ӑшшипе тулнӑ, кашни ҫыннӑн чӗринче ырӑ туйӑмсем ҫеҫ вӑратать. Ку уява чечексемпе, ҫутӑ кулӑсемпе, пирӗн хӗрарӑмсен ячӗпе чи ырӑ сӑмахсемпе илемлетнӗ.

Эсир вӑйлӑ, ӑслӑ та пултаруллӑ. Кулма та, пурнӑҫшӑн савӑнма та пӗлетӗр. Ҫак кун эпир сире пӗтӗм тимлӗхе халаллатпӑр, ҫемьери тата пӗтӗм этемлӗхӗн чи лайӑх йӑли-йӗркисенче пирӗн ачасене вӗрентсе ӳстернӗшӗн, чунтан тӑрӑшнӑшӑн, ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн вӗҫӗмсӗр тав тӑватпӑр.

Пурне те ҫирӗп сывлӑх, чун ӑшшипе ҫураҫулӑх, яланах лайӑх кӑмӑл-туйӑм, телей тата савӑнӑҫ сунатӑп! Ӗҫӗрсем ӑнса пыччӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсем яланах хисеплетчӗр, телейлӗ пулӑр.

Уяв ячӗпе сире, хаклӑ хӗрарăмсем!

 

 Муниципаллă округ пуçлăхӗ                   И.Н. Михопаров



08 марта 2024
08:44
Поделиться