Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Глава Красночетайского муниципального округа Иван Михопаров поздравляет с Днем защитника Отечества

Глава Красночетайского муниципального округа Иван Михопаров поздравляет с Днем защитника Отечества

Хисеплӗ ентешсем! Сире Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫак уяв чӑннипех те пӗтӗм халӑх уявӗ. Раҫҫей ҫыннисен чылай ӑрӑвӗшӗн вāл – патриотизмпа паттӑрлӑх символӗ. Эпир паттӑррӑн ҫапӑҫса вилнӗ салтаксене пурне те асра тытатпӑр, хисеплӗ ветерансене чун-чӗререн тав тӑватпӑр.

Пирӗн ентешсем нумайӑшӗ паттӑрсем пулса тӑнӑ, вӗсен ырӑ ӗҫӗсем вара пирӗншӗн яланах тӗслӗх вырӑнӗнче. Ҫакӑн пек маттур та хӑйне шеллемен ҫынсене пула эпир ирӗклӗ те Аслӑ ҫӗршывра пурӑнатпӑр. Малашне тāван ҫӗршыва юратни, ӑрусен иксӗлми ҫыхӑнӑвӗ тата хӳтӗлевҫӗсен ҫирӗп йӑли-йӗрки пирӗн халӑхӑн хӑвачӗ пулса тӑтӑр, Тӑван ҫӗршыв хӑватне йышлӑлатма пулӑштӑр.

Пирӗн Аслӑ ҫӗршывӑмāрāн пысӑк йывӑрлӑхсене пӗрре кӑна мар тӳссе ирттерме тивнӗ. Пур вӑхӑтра та Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме унӑн шанчӑклӑ ывӑлӗсем тӑнӑ.

Акӑ паян та пирӗн паттӑрсем ятарлӑ ҫар операцийӗн задачисене чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ. Эпир хамӑрӑн кашни ҫар ҫыннипе мухтанатпӑр. Пӗрле фронта пулӑшма, хамӑр ентешсене кирлӗ япаласемпе тивӗçтерме, хӳтӗлевҫӗсемпе вӗсен ҫемйисене пулӑшма тӑрӑшатпӑр.

Пурне те çирӗп сывлӑх, тулӑх пурнӑҫ, тулли телей, ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан вӑй-хӑват, телей тата ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем сунатӑп!

Уяв ячӗпе, туссем!

 

Муниципаллă округ пуçлăхӗ                   И.Н. Михопаров

 



23 февраля 2024
08:14
Поделиться