«Аваллăхсăр малашлăх çук» республика шайĕнчи 2-мĕш фестиваль иртрĕ
2024 çулхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕнчи «Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулта» Тăван чĕлхе кунне тата Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Раççей Федерацийĕн Çемье çулталакне халалланă «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика шайĕнчи 2-мĕш фестиваль иртрĕ.
Фестивале пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем – Чăваш Республикин вĕренӱ тата çамрăксен политикин министерствин хушма професси вĕренĕвĕн «Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕ» Чӑваш Республикин бюджет учрежденийĕ тата Чăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕн «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ» муниципалитет пĕтĕмĕшле вĕренÿ автономи учрежденийĕ .
Фестиваль тĕллевĕпе задачисем:
- чăваш халăхĕн авалтан пыракан йăла-йĕркипе, сăвă-юрăллă, вăйă-ташăллă уявĕсемпе паллаштарасси;
- ачасене тăван халăх йăли-йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси;
- шкул ачисен тăван халăх чĕлхипе литературине, историпе культурине вĕренес кăмăлне çĕклесси;
- вĕрентекенсен паха опытне тупса палăртасси, унпа ыттисене паллаштарасси.
Фестивале хутшăнакансем: Фестивальте Чăваш Республикин шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсен тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп/вăтам шкул ушкăнĕсем ăмăртаççĕ.
Шăмат кун, нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче ирех хăнасем пуçтарăнчĕç: ăçтан кăна çитмерĕç, камсем кăна килмерĕç. Пурĕ 33 шкултан тата ача сачĕсенчен, 10 районтан фестивале хутшăнма кăмăл турĕç. Курма килнĕ хăнасем, жюри членĕсем фестивале хутшăнакансем.
«Аваллăхсăр малашлăх çук» фестивале килнĕ хăнасене 8Б класра вĕренекенсен фольклор ушкăнĕ юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. Ун хыççăн чыслă хăнасене шкулпа паллаштарма экскурси йĕркелерĕç. Хăнасем çак станцисенче пулчĕç: «Чăваш эрешĕпе Хĕрлĕ Чутай тумĕ» курав, «Аçынсен ал ĕç ăсталăхĕ»; «Çут çанталăк тата экологи», «Чăваш пÿрчĕ. 20-мĕш ĕмĕр» музейсем, «Ÿсен – тăран пÿлĕмĕ», «Хĕрарăмсен ал ĕçĕ» мастер- классем. Вулавăш.
Фестивале Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн директорĕ Вероника Архипова уçрĕ. Вăл ĕмĕрсем тăршшĕнче тытса пынă ырă йăла-йĕрке аваллăхра кăна ан юлтăрччĕ тесе каларĕ. Хӗрлӗ Чутай муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Иван Михопаров, Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕн вĕренÿ начальникĕн заместителĕ Игорь Живоев фестиваль пуçланнă ятпа саламларĕç. Халăх умĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин ертÿçи Анна Егорова тухса калаçрĕ. Вăл ачасене те, аслисене те Тăван чĕлхи кунĕпе саламларĕ. Тăван чĕлхен пĕлтерĕшĕ пирки калаçрĕ. Фестивальте хутшăнакансене тĕрлĕ ăмăртусенче ăнăçу сунчĕ. Хĕрлĕ Чутай Ентешлӗхĕн «Чавал»» ертӳҫи – Владимир Савинкин, Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлӗхӗсен Канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ – Александр Кузнецов, Чӑваш наци конгресӗн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕн председателĕ – Юлия Мареева фестиваль пуçланнă ятпа саламларĕç. Кăçал «Малашлăхсăр пуласлăх çук» фестиваль çичĕ ăмăртуран йĕркеленчĕ:
- «Çемье йăли-йĕрки – çирĕп çемье никĕсĕ» (вăтам е аслă классенче вĕренекенсен фольклор ушкăнĕ чăваш халăхĕн хăй тăрăхĕнчи пĕр-пĕр йăли-йĕркине кăтартса пани);
- «Халăх юрри – чунăм уççи» (вăтам е аслă классенче вĕренекенсем чăваш халăх юррине юрлани);
- «Ай, ташлар-и ташшине…» (шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенчи ачасемтата 1-11-мĕш классенче вĕренекенсем чăваш ташши ташлани);
- «Çĕнĕ варкăш»(2-11-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсем çырнă сăвăсене пăхмасăр пултаруллă каласа пани);
- «Халăх йăли – пурнăç йĕрки» (вĕрентекенсем чăваш халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса ирттернĕ уроксемпе урок тулашĕнчи ĕçсем ирттерни);
- «Ăста аллинче ĕç вылять» (5-11-мĕш классенче вĕренекенсен алă ĕçĕ тума вĕрентекен ăсталăх класĕ)
- «Пирĕн çемьен юратнă чăваш апачĕ» (проекта 1-11-мĕш классенче вĕренекен ача хăйĕн çемйипе пĕрле хутшăнса хÿтĕлени).
Уяв савăнаçлă та хаваслă иртрĕ. Фестивале хутшăннă пур çынна та тав сăмахĕ калатпăр. Пĕрлĕхре – вăй. Пурте пĕрле туслă ĕçлесен, пĕр-пĕрне пулăшса пырсан– чăваш халăхĕ вăй илсе малашне те аталанĕ. Тепĕр хут пурне те Тăван чĕлхе кунĕ ячĕпе саламлатпăр.