Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского муниципального округа Ивана Михопарова с Новым годом и Рождеством!

Поздравление главы Красночетайского муниципального округа Ивана Михопарова с Новым годом и Рождеством!

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе ӑшшӑн саламлатӑп! Килекен ҫулталӑк сирӗншӗн ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ пултăр, ҫутӑ пулӑмсемпе тата ырӑ ӗҫсемпе палӑрса юлтӑр. Пурин те мĕн кĕтни, ĕмĕтленни пĕтĕмпех пурнăçланса пытăр!

Хамăр палăртса хунă тӗллевсене нумайăшне пурнăҫлама пултарни питӗ савăнтарать. Эпир пĕрле промышленноҫпа ял хуҫалăхне, культурăпа спорта аталантартăмăр, ҫулсем юсарӑмӑр, ача сачĕсемпе шкулсене çĕнетрĕмĕр, картишсемпе общество вырăнĕсене хăтлăлатрăмăр. Çитес çулта та çаплах тăрăшса ӗçлесчӗ, палӑртса хунӑ ӗҫсене пурнӑҫласчӗ.

Халӗ пирӗн округра пурӑнакансенчен нумайӑшӗ хӑйсен ҫемйисенчен аякра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса ҫар тивӗҫне пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсем – чӑн-чӑн паттӑрсем. Пирӗн ентешсем Ҫӗнтерӱпе таврӑнасса эпир пурте питӗ кӗтетпӗр, ҫитес уявсене вӗсем килти ушкӑнра кӗтсе илеҫҫех тесе шанатпăр.

Ҫӗнӗ 2024 ҫул пирӗн пӗтӗм шанчӑка тӳрре кӑлартӑр! Вӑл пирӗншӗн пуриншӗн те ӑнӑҫлӑ пултӑр, телей те ырлӑх илсе килтӗр, вай-хӑват патăр. Пурсăра та ҫирĕп сывлăх, телей те юрату, ăнăçу, такăр кун-çул сунатпăп! Çемьере – кил ăшши, ăнлану, ĕçре – тăрăшу пултăр! Ҫĕнĕ çул ячĕпе, туссем!

 Муниципаллă округ пуçлăхӗ                      И.Н. Михопаров



29 декабря 2023
14:29
Поделиться