Поздравление главы муниципального округа Ивана Михопарова с Днем пожилых людей
Хисеплĕ ветерансем, аслă ăрури çынсем!
Сире чĕререн Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Ҫак уяв пирӗншӗн уйрӑм пӗлтерӗшлӗ - вăл ăрусем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетет, аслă çулсенчи çынсене хисеплесе сума сунипе палăрса тăрать.
Сирĕн пурнăç вăл – чаплӑ ҫитӗнӳсем, пурнӑҫ опычӗ тата паттăрлăхпа кăмăл-сипет пуянлăхĕ. Эсир панă ырӑ та усăллă канашсем пире пурнӑҫра яланах пулӑшса пыраҫҫӗ. Эпир сирӗн ӑслӑлӑхӑр умӗнче пуҫ таятпӑр, яланах сирӗнтен тӗслӗх илетпӗр.
Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм та телейлӗ кун-ҫул, активлă вăрăм ĕмĕр, çемье ăшши сунатӑп! Сирĕнпе юнашар яланах юратакан тата хисеплекен çынсем пулччăр.
Уяв ячӗпе!
Муниципаллă округ пуçлăхӗ И.Н. Михопаров