Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Нумай енлӗ ǎстаçǎ, ырă кăмăллă, маттур кинемей – Зинаида Михайловна Чернова

Нумай енлӗ ǎстаçǎ, ырă кăмăллă, маттур кинемей –  Зинаида Михайловна Чернова

«Пилне кура тур парать» - теççӗ халǎхра. Чǎнах та, пирӗн тăрăхра та маттур çынсем сахал мар. Пурнǎç пурǎнса курнǎ çын ачасене мӗн вӗрентсе каламаллине, еплерех сӗнӳ-канаш памаллине, мӗнле сǎмахсем каласа чуна витермеллине пӗлетех ӗнтӗ. Пурнǎç çулне сǎваплǎ ӗçпе, ыр кǎмǎлпа, тǎрǎшуллǎхпа утса ирттерме пилленӗ амǎшӗ хăйӗн Çинук хӗрне.

Пирӗн сăмах Мучикасси ялӗнче пурăнакан тӗлӗнмелле пултаруллă кинемей çинчен пырать. 83-ри Зинаида Михайловна Чернова хăйӗн килӗнче ӗлӗкхи япаласене пуçтарса музей карти йӗркеленӗ. Ялтан-яла çӳресе чǎваш кӗписене, масмакӗсемпе сурпанӗсене, ӗлӗкхи алăпа ăсталаса тунă япаласене питӗ нумай пуçтарма пултарнǎ Зинаида Михайловна. Çак ӗçре ǎна виçĕ ывăлӗпа икĕ хĕрӗ тата мăнукесем пулǎшса пыраççӗ. Кунта темӗн те пур! Чăваш халăхӗн çипуçӗ те, чашăк-тирӗк те, пир тӗртмелли, ҫип арламалли, çӗр ӗçӗпе ӗçлемелли тӗрлӗ хатӗр…

Çак кунсенче Зинаида Михайловна патӗнче хǎнара Чаваш республикин ял хуçалăх министрӗн пӗрремӗш çумӗ Инна Волкова, Хӗрлӗ Чутай муниципаллă округăн администрацинче ӗçсене йӗркелесене пыракан Светлана Князькова пулчӗç, ырă кăмăллă кинемейӗн ӗçӗсене курса тӗлӗнчӗç, тав сăмахӗ каларӗç.

Чӑваш тӗрринче тӑван халӑхǎн пуян историйӗ упраннине курать Зинаида Михайловна. «Тĕрĕ ǎсталǎхĕ амǎшӗнчен хӗрне, унǎн ачисене куçса пырсан çеç тӗрӗ тӗп вырǎнта пулӗ» – тет кинемей. Шкул ачисемпе час-часах тӗл пулать, культура çурчӗсемпе вулавǎшсенче выставкăсем, чǎваш тӗррине халаланǎ кӗтессем, уроксемпе мастер-классем ирттерет, муниципаллă округра пулса иртекен уявсенче яланах хастар хутшанать.

Зинаида Михайловнăн мĕн ачаранах сăвă çырас туртăм пулнă. Пурнăç тăршшӗпе вăл çырнă сăвăсене пухса пынă, анчах халăх çине кăларман. Пĕррехинче колхозра ĕçленĕ вăхăтра ăна хаçатра ĕçлекен çынпа тĕл пулма тÿр килнĕ. Çав çын вара Зинаида Михайловнăн сăввисене килӗштернĕ те районта тухса тǎракан «Пирӗн пурнǎç» хаçатра кăларма пуçланă. Çавăн хыççăн сăвă çырас туртăм татах та пысăкланнă.  Майĕпен вăл сăвă пуххисене кĕнеке туса кăларма пултранă. Маçтǎра хисеплесе чылай пысăк уявсене чĕне пуçланă: Шупашкара та, Мускава та. Вǎл юрласа ярсан нумайччен алǎ çупаççӗ. Çакǎ мар-и пысǎк чыс?

Зинаида Чернова çавăн пекех чечексем ӳстерме юратать. Унăн кил картишӗнче те, пӱртре те темӗн тӗрлӗ чечек ӱсет, куçа илӗртет. Пушǎ вǎхǎтра вăл ал ӗçӗ тума, тӗрӗ тӗрлеме, кӗнеке вулама юратать, нуски, эрешленӗ тапочкǎсем çыхать. Кинемей патӗнче яланах пӱрт тулли хăна, шкул ачисем те килсех çӱреççӗ.

Зинаида Михайловна ĕçне кура чылай Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. «Çынсем стенасем çине кавирсем çака пуçларӗç пӗр вǎхǎтра, эпӗ вара стена çине тӗрлӗрен Тав хучӗсене вырнаçтарас терӗм- тет кил хуçи.  Вӗсем вара пÿрчĕпех çакăнса тăраççĕ.

Пирӗн муниципаллă округра çакǎн пек нумай енлӗ ǎстаçǎ, маттур çын пурришӗн эпир чунтан савǎнатпǎр, унпа мухтанатпǎр. Пурте Çинук кинемей пек пулсан пурнǎç кустǎрми тикӗсех кусать. Çапла пултǎрччӗ!!!

Материала Мāн Этмен шкулēнчи чāваш чēлхипе литературине вēрентекен Татьяна Горбунова пулāшнипе хатēрленē.

 

 

 



25 сентября 2023
08:49
Поделиться