Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы муниципального округа Ивана Михопарова с Днем знаний

Поздравление главы муниципального округа Ивана Михопарова с Днем знаний

Хаклӑ шкул ачисемпе студентсем!

Хисеплӗ учительсемпе ашшӗ-амӑшӗсем!

Сире Пӗлӳ кунӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа пӗтӗм чун-чӗререн саламлатӑп!

 Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ – чи ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ уявсенчен пӗри. Паянхи илемлĕ кун пирĕн округра 1156 ача парта хушшине ларчӗ, ҫав шутра 82 ачашăн шăнкăрав пĕрремĕш хут янăрарĕ. Кӑҫал шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксен те ҫӗнӗ тапхăр — студент пурнӑҫӗ пуҫланчĕ. Пуриншӗн те — пӗлӳ никӗсне хывнӑ тата тӗлӗнмелле интереслӗ вӑхӑт.

Палăртма кăмăллă, кашни ҫулах шкулсемпе ача сачесем тӗпрен ҫӗнелеҫҫӗ, тирпей-илем кĕртессипе те ӗҫсем аванах пыраҫҫӗ. Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче Хусанушкӑнь, Çĕнĕ Атикасси, Хӗрлӗ Чутай тата Атнар шкулӗсен территорийӗсене çӗнетрӗмӗр, ачасем валли спорт лаптӑкӗсем йӗркелерӗмӗр. Малашне те эпир пĕрлехи вăйпа тата патшалăх пулăшăвӗпе ачасем валли нумай ĕç тума пултарасса шансах тăратăп.

Хаклӑ туссем! Вӗренӳ ҫулӗ пурне те ҫутӑ та телейлӗ кунсем кӳтӗр, пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе ырӑ ӗҫсемпе тултӑр, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе савӑнтартӑр. Пурсӑра та хастар кӑмӑл, ҫи­­рӗп сывлӑх, ӑнӑҫу, тарӑн пӗлӳ илме иксӗлми вӑй-хал сунатӑп! 

Пӗлӳ кунӗ ячӗпе сире!

 

Муниципаллă округ пуçлăхӗ                           И.Н. Михопаров

 

 



01 сентября 2023
08:04
Поделиться